Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ шыв ӳстерчӗ ӑна, тӗпсӗр шыв ҫӗклерӗ ӑна, вӑл ӳсекен вырӑна тулӑх шыв шӑваратчӗ, ытти йывӑҫсем патне ҫав тӗпсӗр шыв хӑйӗн юпписене ҫеҫ яратчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тинӗс тӑрӑх караппа каякансем, пысӑк шывсем ҫинче ӗҫ ӗҫлекенсем 24. тӗпсӗр шыв ҫинче Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене, Унӑн кӗтречӗсене кураҫҫӗ: 25. Вӑл калать те — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, тинӗс хумӗсене ҫӗклентерсе ярать: 26. вӗсем тӳпене ҫитиех ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпсӗр авӑрах анса каяҫҫӗ; ӗнтӗ чунӗсем инкекпе хавшаҫҫӗ; 27. вӗсем ӳсӗр ҫын пек сулкаланаҫҫӗ, тайкаланаҫҫӗ, ӑспуҫне йӑлтах ҫухатаҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем чӗринчи шухӑш-кӑмӑл — тӗпсӗр шыв, ҫапах ӑна та ӑса-ӑса илме пӗлнӗ ӑслӑ патша.Помыслы в сердце человеческом — глубокая вода, но и их умел вычерпывать мудрый царь.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Шуйттансем ӑна тӗпсӗр шӑтӑка анса каймалли вӑрӑм та яка валака хураҫҫӗ; шӑтӑкран кӑвак пӑс йӑсӑрланса тухать, хӗрлӗ хутран тунӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫӗкленеҫҫӗ, хӗрӗ вара, тӗкӗрӗ-шлепки-мӗнӗпех месерле выртса, валак тӑрӑх ҫав шӑтӑка анса каять.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав урамсемпе шалалла кӗрсе кайсан, ӑспа виҫме ҫук тем пысӑкӑш хуран е ҫатма евӗрлӗ тӗпсӗр шӑтӑк тӗл пулатӑн; ҫавӑнта ҫынсем пур енчен те килсе пухӑнаҫҫӗ, унта вӗсене шӑратса ылттӑн кӑлараҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Икӗ хутчен харӑс пӑшал пени, юн, вилӗсем, йынӑшнисем — вара ҫынсем пурте, вӑйсӑрскерсем, ҫурса пӑрахнӑ чӗреллӗскерсем, тӗпсӗр, тӗксӗм пушӑ вырӑн умне пырса тӑнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Сӗтӗрет те сӗтӗрет пек вӑл мана, тӗпсӗр шурлӑх пек, таҫта путарса антарса ярать пек.Так это и засасывает меня она, так и втягивает куда-то, точно трясина бездонная.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпир вара месерле выртаттӑмӑр та хамӑр ҫинчи тӗпсӗр кӑвак тӳпенелле пӑхаттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унтан, чӗрчун куҫне телейпеле йӑпатакан кӑвак инҫетелле пӑхса, ҫапла каланӑ: — Чикӗсӗр, тӗпсӗр пуш тӳпере мӗнех-ха курнӑ вилнӗ Сокол?
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Норд-ост ҫилӗсем амантса хутлатнӑ йывӑҫсемпе витӗннӗ тусем, хӑйсен тӑррисене чӑнках карӑнтарса, тӗпсӗр уяр тӳпенелле ҫӗкленнӗ, вӗсен сивлек кӳлеписем, кӑнтӑр каҫӗн йӑваш та ӑшӑ тӗтӗмӗпе хупланса, ҫаврашкан курӑнаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Лойко, хӑйне хӑй мӑйӑхӗнчен турткаласа, шӑлӗсемпе шӑтӑр-шатӑр тутарать; куҫӗсем тӗпсӗр кӳлӗрен те салхуллӑрах пӑхаҫҫӗ, кас-кас унӑн куҫӗсенче темскер йӑлтӑртатса илет те ытлах та хӑрушшӑн туйӑнса каять.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ырӑшӑнах мар пуль, ку подлец пӗр-пӗр тӗпсӗр авӑра илсе каясшӑн мар-и…
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
— «Тӗпсӗр авӑр уҫӑлчӗ-им»?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Асту эппин, — каларӗ Ольга, хӑй вырӑнне ларса: — Эсӗ иксӗр хушӑра «тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан, стена ӳссе ларсан ҫеҫ» ӑна пӑрахатӑн.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн хушӑмӑрта тӗпсӗр авӑр уҫӑлсан е стена ӳссе ларсан ҫеҫ…Разве бездна какая-нибудь откроется неожиданно между нами, стена встанет…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӗсем тӗпсӗр авӑр патне илсе пыраҫҫӗ, вара каллех пурнӑҫа хытӑ юратма хистеҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта Штольц Ольгӑн тӗпсӗр тарӑн чунне ӑнланма пуҫларӗ: ҫав чуна вӑл нихҫан та канӑҫтарма пултарайман.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Корица тӗветӗп, — терӗ лешӗ, килӗ ӑшне тӗпсӗр авӑралла пӑхнӑ пекех пӑхса, кисипӗпе пӗтӗм вӑйран тӳсе.— Корицу толку, — отвечала она, глядя в ступку, как в пропасть, и немилосердно стуча пестиком.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956