Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗшри (тĕпĕ: тӗлӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Стэнлие хӑйӗн чӑн-чӑн тӗллевне ӑнлантарса памаллине курать, анчах ӑна хӑюллӑ ҫак ҫынна шухӑш капашӗпе тӗлӗнтересси аван марлатать, ара, капашӗ хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе ку тӗлӗшри чи чӑрсӑр ӗмӗтсене те чылай хыҫала хӑварать.

Он видел, что вынужден объяснить Стэнли свои истинные намерения, но ему было неловко поразить отважного человека замыслом, размах которого оставлял по значительности своей далеко позади самые смелые мечты этого рода.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Паян вӑл — влаҫӑн ырӑ пуҫарусене ӗҫе кӗртес тӗлӗшри чи шанчӑклӑ ӗҫтешӗ.

Сегодня она — самый надежный партнер власти в продвижении благих инициатив.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Проекта сӳтсе явнӑ май «Скоростные магистрали» ОАО представителӗсем Раҫҫейре пуйӑссем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли магистраль системи епле аталанса пырасси, сехетре 400 километр таран хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссен ВСМ линийӗпе мӗнле усӑ курасси, кунта «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем ҫӳресси, ҫавӑн пекех ют ҫӗр-шывсен ку тӗлӗшри опычӗ пирки фильм кӑтартрӗҫ.

Помоги переводом

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ҫавӑн пекех пирӗн тӗп задачӑсенчен пӗри халӑха физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарса вӗсен ку тӗлӗшри активлӑхне ӳстерсе пырса пурлӑхпа техника базине аталантарасси, спортра пысӑк ӳсӗмсем тума резерв хатӗрлесси пулса тӑрать.

Помоги переводом

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней