Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерӗп (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коля та ҫӗнӗ хыпарпа пурне те тӗлӗнтерӗп тесе шухӑшланӑччӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Тӑватӑмкун, — пуҫларӗ вӑл, ирӗксӗртереххӗн кулкаласа, — эпӗ сире каласа парса тӗлӗнтернӗччӗ; паян тата ытларах тӗлӗнтерӗп.

— Четвертого дня, — начал он с принужденной улыбкой и запинаясь, — я удивил вас своим рассказом; сегодня удивлю еще более.

XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Манӑн хӑҫан та пулин килйыш пулас пулсан, эпӗ вучах умне ларса хам ачасене вӗсен ашшӗ ҫак сыснана халӑхпа тулса ларнӑ циркран мӗнле ҫаклатса тухни ҫинчен мухтанса каласа тӗлӗнтерӗп.

Если когда-нибудь у меня будут дети, если у меня будет семейный очаг, я сяду у очага и стану рассказывать им, как их папаша похитил свинью из переполненного публикой цирка.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Том ҫав тери хусканса кайнӑран ҫӗрле темчченех ҫывӑраймарӗ: «Гек акӑ кӗҫех чӳрече патенче кушакла макӑрса ярӗ тесе, вӑл пӗрмаях ӗмӗтленсе тӑнӑ. — Эпӗ вара ҫавӑнтах хайхи укҫана тупӑп та ун ҫинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тӗлӗнтерӗп».

От волнения Том не мог уснуть до поздней ночи: он очень надеялся услышать мяуканье Гека и завтра на пикнике удивить Бекки и ее гостей, показав им клад.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

10. Ун урлӑ эпӗ халӑхӑмра мухтавлӑ пулӑп, ҫамрӑк пулсассӑн та, ваттисем хушшинче хисеплӗ пулӑп; 11. сутра витӗр курса тӑрӑп, вӑйлисем умӗнче тӗлӗнтерӗп.

10. Через нее я буду иметь славу в народе и честь перед старейшими, будучи юношею; 11. окажусь проницательным в суде, и в глазах сильных заслужу удивление.

Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней