Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерчӗҫ (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халиччен курман вырӑн ҫинчи, пӳлӗмри япаласем ӑна пурте тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов сӑмахӗсем куракансене тӗлӗнтерчӗҫ, вӗсен шухӑшӗсене те иккӗлле уйӑрчӗҫ, икӗ майлӑ шав ҫӗкленчӗ:

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла арӑслансем тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен ытла Ваҫилене тархасласа ыйтакан сӑрӑ-симӗс куҫсем тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачасен пӗр ушкӑнӗ тӗрлӗ районтан килнӗ класс ертӳҫисене, шкулсенчи советниксене пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Класс ертӳҫисем пӗрле пухӑнса канашларӗҫ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/klass-ertycisem-p ... larec.html

Йытӑсемпе вӗсен хуҫисем валли питӗ интереслӗ программа хатӗрленӗ: тӑватӑ ураллӑ туссем сцена тӑрӑх утса хӑйсем мӗн тума пӗлнине кӑтартрӗҫ, куракансене чӑннипех те пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Манашкӑсем каллех пире питӗ тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫтаппана Ваҫли сӑмахӗсем тӗлӗнтерчӗҫ:

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак сӑмахсем Михха кӑмӑлне пушшех тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михаил Степанович каласа кӑтартнисем те тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫывхарнӑҫемӗн ытларах та ытларах тӗлӗнтерчӗҫ вӗсем чӳк карти патӗнчи ҫынсене.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Канашсем вара Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫтешӗсене «Улах таврашӗ» уявпа тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Вӗсем чӑваш юрри-такмакӗпе туй халӑхне савӑнтарса хавхалантарчӗҫ, аякран килнӗ хӑнасене тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш туйӗ кӗрленӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%87a%d0 ... b5%d0%bde/

Ӑна тӗлӗнтерчӗҫ ҫулӑм пек ялкӑшакан куҫсем те, кӗскетсе каснӑ ҫӳҫ.

Помоги переводом

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах мана ку тӗлӗшпе Бавс каланӑ сӑмахсем тӗлӗнтерчӗҫ:

Но меня удивили слова Бавса, сказавшего по этому поводу:

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Унта вӗсене тӗлӗнтермӗш кино кӑтартичченех темӗн чухлӗ тӗлӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуринчен ытла мана канат ҫинче ташлакансен вӑййисем шалт тӗлӗнтерчӗҫ.

Больше всего поразили меня упражнения канатных плясунов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана хам паллашнӑ ҫӗнӗ ҫынсем тӗлӗнтерчӗҫ.

Меня занимали новые мои знакомцы.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Ҫак сӑртсем мана хӑйсен уйрӑмла формӑллӑ кӗлеткипе тӗлӗнтерчӗҫ.

Эти холмы удивляли меня странной формой своих очертаний.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ку хулана гладиаторсем ҫимӗҫсем илме ҫӳретчӗҫ, вӗсем хула ҫыннисене хӑйсен дисциплинипе тӗлӗнтерчӗҫ.

Гладиаторы приходили в этот город много раз запасаться провиантом; они вели себя там, как самые дисциплинированные войска, к немалому удивлению жителей города.

XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней