Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗкрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗлӗкрен вӑранӑттӑн та каллех савӑнӑттӑн, пурнӑҫшӑн, мӗнпур туссем-тӑвансемшӗн тӑрӑшса, ӗмӗтленсе ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа ярӑттӑн.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сутатӑн-и купӑсна? — сасартӑках тӗлӗкрен вӑраннӑ пек ыйтрӗ Кулюкка, купӑсҫӑ калама чарӑнсан.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗкрен вӑраннӑ пек, пуҫне ҫӗклерӗ Потапов, Архип Григорьевич ҫине пӑхса илчӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗкрен тӗлӗнет.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эй, тӗлӗкрен вӑран, — тӗксе илчӗ ӑна Магдаль.

Помоги переводом

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗлӗкрен хамӑр тӗнчене илсе тухасчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӗр хӑрушӑ тӗлӗкрен самантрах вӑраннӑ пек, вырӑнӗ ҫинчен йывӑррӑн тӑрса ларчӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ хӗрача хӑйне хӑрушӑ тӗлӗкри пек туйрӗ, ҫав тӗлӗкрен вӑранса чӑн-чӑн илемлӗ те ҫутӑ пурнӑҫа таврӑнасса шанчӗ, анчах кӑкӑрта чӗре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ӑна тытса пӑхнинчен хӑй ҫывӑрманнине ӗненчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗлӗкрен Аня пурнӑҫа куҫрӗ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Батухан сасси ҫар халӑхне темле тӗлӗкрен вӑратнӑ пек тӑна кӗртрӗ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Икӗ юлан утҫӑ, ун умӗнче тӑракансем, манӑҫнӑ тӗлӗкрен тухса тӑчӗҫ тейӗн; вӗсен тыткаларӑшӗнче темӗн хӑратаканни тата вӗсем хӑйсене асла хуни пур.

Две верховые фигуры, находившиеся перед ним, как будто вышли из забытого сновидения; в позах их было что-то угрожающее и высокомерное.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Вӑл халӗ тӗлӗкрен тӗлӗке куҫать, пӗтӗм ӑш-чикӗпе чӗтренет-ҫӳҫенет, ҫулӑмра хӗмленет, хӑна пӳлӗмӗн уҫӑ алӑкӗ тӗлне ӑна кам, мӗнле ӑсатса янине пачах та ӑнланмасть.

Он переходил от сна к сну, весь содрогаясь и горя, мучаясь и не сознавая, как, кто проводит его к раскрытой двери гостиной.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Ҫакна илтсен Курносов, усал тӗлӗкрен вӑраннӑ пек, юлташӗсене савӑнӑҫлӑн, малашне темле асамлӑ ҫӑлӑнӑҫ килессе шаннӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри ырӑ-ырӑ тӗлӗкрен вӑраннӑ пек пулчӗ, тӑрса, тумтирне тӳрлеткелерӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никандра курнӑран, вӑрӑм-вӑрӑм тӗлӗкрен каллех тӑварлӑ-тӑварлӑ чӑнлӑха таврӑннӑ пек пулчӗ Дина.

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иккӗшӗ те — амӑшӗ те, ывӑлӗ те, — хӑйсен ӗҫне пӗтӗм чунтанах парӑннӑ та, пӳлӗме Макҫӑм кӗрсе тӑнине те, вӑл хӑй ҫак тӗлӗкрен вӑранса вӗсен ӗҫне кӗтмен ыйтупа пӳлмесӗр, ӑна асӑрхамарӗҫ.

Оба, и мать и сын, так были поглощены своим занятием, что не заметили прихода Максима, пока он, в свою очередь, очнувшись от удивления, не прервал сеанс вопросом:

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Эпӗ хамӑн пуҫри шухӑшсемпе ҫак тӗле ҫеҫ ҫитсе чарӑннӑччӗ, пичче хӑйӗн чӑмӑрӗпе сӗтел ҫине ҫапрӗ те эпӗ сасартӑк тӗлӗкрен вӑранса кайнӑ пек пултӑм.

В то мгновение, когда я в своих мечтаниях уже всходил на набережную, дядя, ударив кулаком по столу, сразу вернул меня к действительности.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эп таратӑп, пӗтӗм вӑйран таратӑп, тӗлӗкрен тарса ӳксе хам вырӑн ҫинче выртнине туйичченех таратӑп.

Я бегу, бегу изо всех сил, до тех пор, пока не выбегаю из сна и не вижу себя лежащим на своей постели.

Йытӑ хирӗҫлесе калани // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 110–111 стр.

Вӑл тискер тӗлӗкрен хӑраса ӳкнӗ хыҫҫӑн эпӗ унӑн туйӑм-сисӗмӗ мӗнле пулнине ӑнланса илтӗм, анчах ун чухне ман йӑнӑша тӳрлетме кая юлнӑччӗ ӗнтӗ.

Когда ее испуг от страшного сна открыл мне положение ее чувств, поправлять мою ошибку было поздно.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун пек кун пек тӗлӗкрен турӑ сыхлатӑр.

А я, возможно, такие сны и видеть не желаю.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней