Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлтен (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйӑ карти пӗр тӗлтен пӑт татӑлчӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Ак ҫак тӗлтен картишнелле сӑнаса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ташкискен сӑрчӗ пысӑках мар, ҫапах ун айӗнче, ҫырма пек шавласа, темиҫе тӗлтен ҫӑл юхса выртать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ темелӗх хӳхӗм марччӗ ӗнтӗ вӑл, сӑмси пӗр тӗлтен хуҫӑлма та пуҫланӑччӗ, пурпӗрех уявсенче ытти карттуссенчен хакла хурать.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл вара, Хвеча, сан аҫу, шӑп ман тӗлтен иртсе пыратчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав тӗлтен ҫынсем пасара-мӗне ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пуртӑ каснӑ тӗлтен темле симӗс сӗткен юхать, патне пыма ҫук шӑршӑ тухать.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Завьялов кабинета хашкаса пырса кӗрсенех вӑл автобус чарӑннӑ тӗлтен хула комитетне ҫити чупнӑ пекех килнӗ — Лукашев каялла ҫаврӑнса тӑчӗ.

Помоги переводом

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сиве ҫӑл вӑрманӗнче Васса тепӗр хут хирӗҫлесен, Мустай юриех ҫынсем йышлӑрах тӗлтен кайма шут тытрӗ.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

(Вӑл хӑш тӗлтен тӗртнине хӑйсӗр пуҫне никам та пӗлес ҫук.)

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак самантра Павӑл Орела тахӑш тӗлтен патакпа тӗртрӗ.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тен, пӗр тӗлтен касса, тепӗр тӗле саплама пул-масть-и унта?

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл янахне бритвӑпа икӗ тӗлтен касрӗ.

Помоги переводом

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апла пулин те, пиншакӗпе шӑлаварӗ пӗр тӗлтен те ҫӗтӗлмен.

Помоги переводом

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сурӑм ку тӗлтен кӑнтӑралла юхать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ӗлӗк-авал ҫак тӗлтен хурӑнлӑ ҫул иртнӗ, — аллине тӑсса, кай енчен хӗвелтухӑҫнелле кӑтартрӗ вӑл.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӑрӑхӗ, сарӑ тӑм сӗрнӗ пек тутӑхса кайнӑскер, темиҫе тӗлтен лапчӑннӑскер, ма кирлӗ пулчӗ-ши тата?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аллӑмсене хуллен ылмаштарса пырса, турата хулӑнрах тӗлтен тытма тапаҫланатӑп.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хамӑн тантӑша чӗнетӗп: кала-ха, тӗррине хӑш тӗле вырнаҫтарас пулать, тӗррине хӑш тӗлтен пуҫласа ямалла?

Помоги переводом

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Шурикӗн пурӗ-пӗр пирӗн тӗлтен иртмелле.

Помоги переводом

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней