Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫын пырса тӗкӗнмен вырӑнсем ҫакӑн пек ҫеҫенхирте ҫӗр ӗҫӗ тума юрӑхсӑр типӗ тӗлсенче анчах тӑрса юлнӑ.Такими не тронутыми человеком остались степи только там, где очень сухо.
Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хытӑрах юхнӑ тӗлсенче шыв хӑйӑр пӗрчисене, вӗтӗ чулсене йӑвантарса пыни курӑнать.Где течение быстрее, видно, как вода передвигает по дну ручья песчинки и мелкие камешки.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хурлӑ тӗлсенче ача, пуҫне чиксе, чунӗ ыратнипе асапланса тӑнӑ пек туйӑнать, унтан сасартӑк хурлӑха сирсе пӑрахать те пӗтӗм кӗлеткипе мӑнаҫлӑн тӳрленсе, пӑлхавлӑ кӗвӗ тӑкма тытӑнать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Ҫанталӑкӗ паян хитре, лӗп пулин те, кунта сулхӑнрах: туратламас, лӑсланнӑ йывӑҫсен тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ ҫулҫисем, йӑвӑланса, янкӑр тӳпене ешӗл, анчах шӑтӑклӑ-ҫурӑклӑ чаршав карса хунӑ, лап-лап ҫеҫ, таткаланнӑ-ситреленнӗ тӗлсенче, хӗвел юписем ун витӗр хирӗнкелесе, чӗлкӗмленкелесе, сӑрхӑнкаласа тухнӑ та ҫӗр ҫинче, ылтӑн вакланчӑкӗсене аса илтерсе, ҫиҫкелесе, мӑраннӑн, антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ чӗтрекелесе, пӑтӑлӑнса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫу кунӗсенче, ҫӗмӗрт, ҫӗр, хӑмла ҫырли пиҫнӗ вӑхӑтра, е каярахпа мӑйӑр тулса, саралса ҫитнӗ тапхӑрсенче, райцентрта столовӑй алӑкӗ умӗнче е халӑх кӗшӗлтетекен ытти тӗлсенче час-часах Ула Тимӗрпе унӑн юлташӗ Малинов Миша ҫырла е мӑйӑр сутса ларнине курма пулатчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах поезд хытӑран та хытӑ кайма пуҫларӗ, рельсӑпа рельса ҫыхӑннӑ тӗлсенче вагон ураписем васкавлӑрах та янравлӑрах кӗмсӗртете пуҫларӗҫ.
XXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ну, кӗрсе тух, эппин, пӗр-пӗр ерӗҫнӗ тӗлсенче…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӑртлӑ ҫыран вашмӑкӑн анакан тӗлсенче кӗрхи симӗс калчан кавирӗсем сарӑлса выртнӑ, пласса-пласса хӑмӑр ҫӗр — вӑл хура пусӑ, пласса-пласса хура ҫӗр — вӑл тин ҫеҫ сухаланӑ ҫуртри пусси пулнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чул пӳрте кӗнӗ-тухнӑ тӗлсенче лешӗ ун еннелле епле пӑхать куҫ шуррине ҫавӑрттарса, тапӑнас вӑкӑрла…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫакна эпир ту сийӗсем авӑнчӑк вырӑнсенче питӗ хытӑ ишӗлнинчен те курма пултаратпӑр — авӑнчӑк тӗлсенче вӗтӗ ҫурӑксем нумай, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тӗпренсе те пӗтнӗ, ҫурӑлнӑ сийсен пайӗсем пӗр-пӗринчен аякра тӑраҫҫӗ.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Лобовпа кӗҫӗн Стеклов пӗлтернисем пӗтӗмпех тӗрӗс пулнӑ, ӑна эпир кашни утӑмрах курса пытӑмӑр; вӗсем нимӗн те манса кайман: тӑшман посчӗсене эпир шӑп вӗсем кӑтартса панӑ вырӑнсенче тупрӑмӑр, вӗсем пӗлтернӗ тӗлсенче никам сисмелле мар иртсе кайрӑмӑр.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫыран хӗрринчи шыв тӗксӗмленнӗ, тарӑн тӗлсенче шурӑ кӑпӑксем тухса сассӑр ҫурӑлаҫҫӗ.Вода у берегов потемнела, из глубины один за другим выскакивают пузыри и неслышно лопаются.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кедрин унӑн ӗҫне тимлӗн пӑхса тухать, сыпнӑ тӗлсенче хӑмпӑсем тупаймасть, вара пӗр сӑмах чӗнмесӗр каялла, хӑй ӗҫленӗ вырӑна утать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Местечкӑра тӗрлӗ тӗлсенче пӑшалсем печчӗр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пысӑк пӑта ҫапнӑ таканлӑ та йывӑр ботинка тӗпӗсем пуснӑ тӗлсенче тарӑн йӗрсем уйрӑмах паллӑ.Особенно заметны глубокие следы на подошвах больших гвоздей и тяжелых ботинок.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫапӑҫусем пулкаланӑ пулсан та, вӗсем хӑшпӗр тӗлте кӑна, поляксем шалалла кӗни Будённӑйӑн дивизийӗсене ҫапӑҫӑва хутшӑнтарма пултарас тӗлсенче кӑна пулкаланӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӗрлисем Дон урлӑ каҫма питех талпӑнмарӗҫ; хӑш-пӗр ӑшӑх тӗлсенче тытӑнса пӑхрӗҫ пулсан та, вӗсене ҫавӑнтах хӑваласа ячӗҫ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Патракрах вӗсем кукӑр-макӑр тӗлсенче; чӗриклетесрен урапа ҫӑвӗ сӗрмелле пулнӑ вӑл генералсен пуҫ мимисене!Туговаты они на поворотах; колесной мази бы им в мозги, чтобы скрипу не было!
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, юр ирӗлнӗ тӗлсенче, ҫуна тупанӗ шӑннӑ ҫӗре сӑтӑрттарса пырать, ҫуна йывӑррӑн туртӑнса шӑвать, утсем пичев пӑявӗсене кӗҫ-вӗҫ татса пӑрахас пек карӑнтарса туртаҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫурхи хӗвелӗн чӳречесенчен тапса кӗрекен чалӑш кӗлтисем каса-каса кайнӑ тӗлсенче ҫӑра табак тӗтӗмӗ, тӳпе евӗр, кӑваккӑн курӑнать.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1
- 2