Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗмленекен (тĕпĕ: тӗксӗмлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.

Помоги переводом

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пӗррехинче каҫхине, шӑрӑх кун хыҫҫӑн, шӑппӑн, кӑпӑшшӑн шурса пыракан чӳрече умӗнче д'Обремон темшӗн питех те тунсӑх сӑнпа икӗ сехете яхӑн хускалмасӑр ларчӗ; вӑрманӑн хӗвел аннипе пӗрле тӗксӗмленекен тӑррине сӑнать-ши?

Раз вечером, после жаркого дня, у окна, бледневшего тихо и пышно, д'Обремон, смотря на закатные верхи леса, просидел с очень что-то грустным лицом часа два.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Тӗксӗмленекен ҫӳлӗ тӳпере тӗл-тӗл ҫӑлтӑрсем те курӑнма пуҫларӗҫ ӗнтӗ.

На высоком темнеющем небе уже кое-где робко проступали первые звёздочки.

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫӳлте — кӑвакарса тӗксӗмленекен тӳпе.

Над ними синело, темнело небо.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫамрӑк йӗкӗтӗн ырханкка, килӗшӳсӗр кӗлеткине хытӑрах та хытӑрах ыталаса илсе, вӑл ӑна тӗксӗмленекен куҫӗсемпе сӑнтан тинкерсе пӑхать, чуптӑва-чуптӑва, хушӑран ӑслӑн-тӑнлӑн ӗнентерсе калаҫать:

Всё крепче обнимая худое, нескладное тело, она заглядывала в глаза юноши темнеющим взглядом, а между поцелуями рассудительно доказывала:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Малта, тӳрем сӑртӑн тӑрринче, тӗксӗмленекен пӗлӗт ҫинче икӗ чул евӗрлӗ кукӑр юман курӑнса ларнӑ.

На вершине плоского холма впереди виднелись на фоне потемневшего неба два кривых чёрных каменных дуба.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Инженер чылайччен тӗксӗмленекен шыв ҫипе пӑхса тӑчӗ.

Долго смотрел инженер на темнеющую воду.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Тавралӑх пур ҫӗрте те каҫ пулас умӗнхи тӗспе ҫуталать, тӳпе хӗрелме пуҫланӑ, ҫил ҫӗкленнине пула чӗтрекен ҫулҫӑсем тӗрле тӗслӗн ялтӑртатаҫҫӗ; инҫетри кӳлӗсенчи шыв шӑратнӑ ылтӑн тӗслӗн чӳхенет; садра хӑшпӗр тӗлте лартса тухнӑ хӗрлӗрех башньӑсемпе беседкӑсем тӗксӗмленекен йывӑҫсем хушшинче ытларах палӑрма пуҫларӗҫ.

Везде горели яркие, передвечерние краски; небо рдело, листья переливчато блистали, возмущенные поднявшимся ветерком; растопленным золотом струились отдаленные воды; резко отделялись от темной зелени деревьев красноватые башенки и беседки, кое-где разбросанные по саду.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Фрак тӑхӑннӑ ҫамрӑк инҫетре пӗрре хунар ҫутти патне ҫитнӗ майӑн йӑлтӑртатса курӑнакан, тепре хунартан иртсен сасартӑк тӗксӗмленекен плащ хыҫҫӑн хӑюсӑррӑн утрӗ.

Молодой человек во фраке и плаще робким и трепетным шагом пошел в ту сторону, где развевался вдали пестрый плащ, то окидывавшийся ярким блеском по мере приближения к свету фонаря, то мгновенно покрывавшийся тьмою по удалении от него.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней