Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арабсем тӗвисене шӑварнӑ та кофе пӗҫерме ларнӑ; сӗм каҫченех вӗсен пыр тӗпӗпе тухакан сассисем тата кӑшкӑрашнисем илтӗннӗ, унтан шӑпланнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
29. Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗшне, парне памашкӑн 14. икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫӗр сурӑх, ҫирӗм така, 15. сӑвакан тӗвисене тихи-мӗнӗпе вӑтӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа илсе [парса янӑ].
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынсене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33. унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1