Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑшманӑртан (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Анчах эсир Иордан урлӑ каҫса Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑра паракан еткер ҫӗр ҫине кӗрсе вырӑнаҫсассӑн, Вӑл сире йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан мӗнпур тӑшманӑртан хӑтарса канӑҫлӑх парсассӑн, ҫапла шанчӑклӑ хӳтлӗхре пурӑнма тытӑнсассӑн, 11. ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, Хӑйӗн ятне пуҫҫапма мӗнле вырӑн суйласа илӗ, эсир ҫавӑнта эпӗ [паян] сире мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех илсе пырса тӑрӑр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнӗрсене, ытти парнӗрсене, хӑвӑр тупӑшӑртан тухакан вуннӑмӗш пая, хӑвӑр аллӑр ҫӗклентерсе кӳмеллине, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] мӗн кӳме сӑмах панӑ, ҫавӑн валли суйласа илнине — пурне те ҫавӑнта илсе пырӑр; 12. савӑнӑр вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, умӗнче: хӑвӑр та, ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем те, арҫын чурӑрсемпе хӗрарӑм чурӑрсем те, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та пултӑр унта, мӗншӗн тесессӗн унӑн пайӗ те, еткер ҫӗрӗ те ҫук — пурте хӗпӗртесе савӑнӑр.

10. Но когда перейдете Иордан и поселитесь на земле, которую Господь, Бог ваш, дает вам в удел, и когда Он успокоит вас от всех врагов ваших, окружающих вас, и будете жить безопасно, 11. тогда, какое место изберет Господь, Бог ваш, чтобы пребывать имени Его там, туда приносите все, что я заповедую вам [сегодня]: всесожжения ваши и жертвы ваши, десятины ваши и возношение рук ваших, и все, избранное по обетам вашим, что вы обещали Господу [Богу вашему]; 12. и веселитесь пред Господом, Богом вашим, вы и сыны ваши, и дочери ваши, и рабы ваши, и рабыни ваши, и левит, который посреди жилищ ваших, ибо нет ему части и удела с вами.

Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Анчах Ҫӳлхуҫа каларӗ мана: кала вӗсене: ан улӑхӑр, ан ҫапӑҫӑр, те, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн хушшӑрта ҫук, апла сире тӑшманӑртан ҫӑлаканӗ пулмӗ, терӗ.

42. Но Господь сказал мне: скажи им: не всходите и не сражайтесь, потому что нет Меня среди вас, чтобы не поразили вас враги ваши.

Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней