Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗри ҫиҫӗм пырса ҫапрӗ Ваҫиле шӑнӑрӗсене — вӑл сиксе тӑчӗ те тӑхӑнмасӑрах урама вирхӗнчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Инҫетелле кайнӑ чух шанчӑклӑ питӗрнӗ танкеткӑпа ҫӳрерӗмӗр, ун ӑшӗнче скафандр тӑхӑнмасӑрах пит аван.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
«ҫутӑлас умӗн шӑй-шай пуҫланнине тата козаксем пеме тытӑннине илтсенех эпӗ сӑхмана ярса илтӗм те, ӑна тӑхӑнмасӑрах унта чупса кайрӑм; сӑхмана вара ҫул ҫинче тӑхӑнтӑм; эпӗ шӑй-шай мӗншӗн хускалнине, козаксем мӗншӗн шурӑмпуҫпех пеме пуҫланине часрах пӗлесшӗн пултӑм.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫапла распоряженисем пачӗ кошевой, пурте ӑна пилӗк таран пуҫ тайрӗҫ те, ҫӗлӗкӗсене тӑхӑнмасӑрах хӑйсен лавӗсемпе таборӗсем патне саланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене чылай аякка кайсан тин тӑхӑнчӗҫ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хурансем ҫумӗнче йывӑр ӗҫ ӗҫлесе тӑрсан та, хӑйӗн лашалла аппетит пулсан та, кочегар сахал ҫывӑратчӗ, — вахтӑран улшӑнать те, час-часах урӑх кӗпе-йӗм тӑхӑнмасӑрах тарланӑскер, вараланнӑскер, пароход хыҫӗнче ҫӗрӗпех пассажирсемпе калаҫса е картла выляса ирттерет.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав вӑхӑтра Лодка ҫи-пуҫне тӑхӑнмасӑрах питне ҫурӗ, пӗр курка ҫӑра чей ӗҫрӗ те, кӑкринче таҫта шӑтарасла чиксе ыратнине туйса, каллех выртрӗ; унӑн чӗри ҫумне пысӑк хура сӗлӗх ҫывӑрса ларнӑ пек, юна ӗмет пек, сывлама йывӑрлатса, карӑнса ӳссех пырать, пыр патнелле ҫывхарса килет пек туйӑнать ӑна.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Лешӗ ҫӗлӗкне тӑхӑнмасӑрах, укҫа хутаҫҫине кӑларнӑ та пӗшкӗнсе салтса тӑнӑ, укҫине шӑлпа ҫыртса лартнӑ пулнӑ.Он, не надевая шапки, вытянул кошель и, перегнувшись, развязывал его, а деньги держал в зубах.
ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Сулахаялла ҫаврӑннӑ та паллӑ халатне тӑхӑнмасӑрах, винтовкине илсе никама ним сӑмах каламасӑр, хӑйӗн тусне Уткин Валентина та систермесӗр, передовоя тухса кайнӑ.
Разведчиксем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 46–54 с.
Сунарҫӑ хут укҫасене илчӗ, капкӑнсен тимӗрӗсене чӑнкӑртаттарса хӑйӗн кукӑр урисем ҫинче ҫаврӑнчӗ те, картузне тӑхӑнмасӑрах чӑтлӑхалла кӗрсе кайма тӑчӗ, Яков вара ҫак ҫын уншӑн тата ытларах йӗрӗнмелле пулса тӑнине туйрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй, нимӗн канмасӑр, тумтирне улӑштарса тӑхӑнмасӑрах, хӗҫпӑшалланнӑ отрядпа Михайловска сиккипе вӗҫтерчӗ.А сам, не отдохнув и не переодевшись, в сопровождении вооруженного отряда, поскакал в Михайловское.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Хамран хам кулатӑп, — тенӗ Хвощ, унтан шӗлепкине тӑхӑнмасӑрах урама тухса кайнӑ.— Сам над собой смеюсь, — сказал Хвощ и, не надев шляпы, вышел на улицу.
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Вӑл ҫӑматне тӑхӑнмасӑрах ҫенӗке чупса тухрӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ачасем хытӑ шавланипе Александра Ивановна та картишне тухрӗ, юртан тунӑ часовой кӗлетки умӗнче вӑл кӗрӗкне тӑхӑнмасӑрах тахҫанччен пӑхса тӑчӗ.
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Телеграмма!» тесе кӑшкӑрашса, ҫӗлӗкӗпе калушӗсене тӑхӑнмасӑрах, пальто вӗҫҫӗн алӑкран вӗҫтерсе тухрӗ.Телеграмма!» — в одном пальто, без калош и шапки, выскочил за дверь.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Карттус тӑхӑнмасӑрах крыльца ҫине тухрӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйса, ҫӗрлехи уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывласа илчӗ.Не надевая фуражки, вышел на крыльцо, с облегчением, всей грудью, вдохнул свежий ночной воздух.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ҫӗлӗк тӑхӑнмасӑрах ҫенӗке тухрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Гварди майорӗ Озеров кӗске кӗрӗкпе ҫӗлӗк тӑхӑнмасӑрах тула чупса тухрӗ.Гвардии майор Озеров выскочил из дома без полушубка и шапки.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хворостянкин пуҫне тайса сывлӑх сунчӗ те буркине тӑхӑнмасӑрах тухрӗ.Хворостянкин кивком головы поздоровался и, не надевая бурку, вышел.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Николай Люшня ҫав самантрах сиксе тӑчӗ те, сывпуллашмасӑрах, ҫӗлӗкне тӑхӑнмасӑрах пӳртрен тухса ыткӑнчӗ.И тотчас же вскочил Николай Люшня, не попрощавшись, не покрыв головы шапкой, кинулся из хаты.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав хушӑра Захар хӑрах аттине тӑхӑнма ӗлкӗрчӗ, вара, теприне тӑхӑнмасӑрах, тухтӑрпа, кил хуҫи арӑмӗпе, Анисьйӑпа пӗрле улпут тавра ҫаврӑнкаларӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2