Поиск
Шырав ĕçĕ:
1642 ҫулта Кье Бумсӑн тӑхӑмне, Пунцог Намгьяла, Юксома ҫурҫӗртен, анӑҫран тата тухӑҫран килнӗ виҫӗ аслӑ лама Юксомра (Юксумра) Сиккимӑн пӗрремӗш патши тесе пӗлтернӗ, ҫакна вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр тунӑ.
Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC
4. Вӑл ҫапла ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӗ арканса кайӗ те тӗнченӗн тӑватӑ енне кура пайланӗ, хӑйӗн тӑхӑмне куҫмӗ, ӗнтӗ ун вӑхӑтӗнчи пек пулаймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн патшалӑхӗ пайланса кайӗ; унӑн патшалӑхне туртса илӗҫ те юттисене парӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавах Ҫӳлхуҫа Хӑй ырӑлӑхӗнчен хӑвармасть, Вӑл Хӑй сӑмах панине пӑрахӑҫламасть, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннӑн тӑхӑмне пӗтермест, Хӑйне юратаканӗн вӑрлӑхне тӗп тумасть.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29. ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Туррӑмӑрӑн ырӑлӑх кӑтартакан алли пирӗн ҫинче пулнӑран вӗсем пирӗн пата Шеревияна, ӑслӑ ҫынна, Махлий ывӑлне, — Махлий вӑл — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ, — тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсене вунсакӑр ҫын, 19. тата Хашавияна, унпа пӗрле Мерари тӑхӑмне Иешаияна, унӑн тӑванӗсене, вӗсен ывӑлӗсене ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; 20. тата левитсене пулӑшакансене, — вӗсен йӑхне хӑй вӑхӑтӗнче Давидпа унӑн аслӑ улпучӗсем левитсене пулӑшса тӑма уйӑрнӑ пулнӑ, — икҫӗр ҫирӗм ҫын илсе килчӗҫ; вӗсене пурне те ятран ҫырса тухнӑ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1