Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тахҫан иртнӗ ҫулсем ҫинчен паянхи кун картина лартнӑ чух режиссер, костюмер е гример темле тӑрӑшсассӑн та, вӗсем хӑйсен персонажӗсене шӑп та шай хӑйсем кӑтартас тенӗ тахҫанхи ҫынсем пек туса кӑтартма пултараймаҫҫӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Темӗн чул шухӑшлас мар, шухӑшлас мар, темӗн чул манас, манас тесе тӑрӑшсассӑн та, ҫук, Нина ҫинчен ниепле те шухӑшлама пӑрахма, ӑна манма пултараймасть иккен Виталий.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ху тӑрӑшсассӑн…
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ак ӗнтӗ куратӑн-и, — терӗ вӑл, — тӑрӑшсассӑн, эсӗ лайӑх вӗренме пултаратӑн!— Вот видишь, — сказала она, — когда ты хочешь, то можешь учиться как следует!
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
7. Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Израиле Моисей урлӑ халалланӑ йӗркесене, саккунсене пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн ҫеҫ ӗҫӳ ӑнӑҫса пырӗ санӑн.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, ҫӗрӳн чиккисене сарса аҫусене пама пулнӑ пӗтӗм ҫӗре сана парсассӑн, 9. эсӗ паян эпӗ хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине, ҫак пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑма, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна юратса пурӑнма, ӗмӗр тӑршшӗпех Унӑн ҫулӗпе ҫӳреме тӑрӑшсассӑн, ҫав виҫӗ хула ҫумне тата виҫӗ хула хуш, 10. ҫапла Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче айӑпсӑр ҫыннӑн юнӗ ан тӑкӑнтӑр, сан ҫинче юн [айӑпӗ] ан пултӑр.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Ӗнтӗ санӑн кӗлмӗҫсем пулмӗҫинччӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те туса тӑма тӑрӑшсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана еткерлӗхе илтӗр тесе паракан ҫӗр ҫинче пиллӗх парӗ; 6. ҫапла Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана, Хӑй каланӑ пек, пиллӗ, вара эсӗ нумай халӑха кивҫен парса тӑрӑн, ху никамран та кивҫен илмӗн; эсӗ нумай халӑха пуҫ пулса тытса тӑрӑн, вӗсем хӑйсем сана пуҫ пулса тытса тӑраймӗҫ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1