Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫа хамӑр майлӑ йӗркелеме тӑрӑшнӑран.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Фарид Мухаметшин иртнӗ ҫул, тӗнчери финанс кризисӗн начар витӗмне шута илсен, ҫӑмӑлах иртменни ҫинчен каларӗ, анчах пурте пӗрле тӑрӑшнӑран унпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерсе пыратпӑр.
Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.
Шупашкарта пурӑнакансем хӑйсен тӑван кӗтесне чунтан юратнӑран, унӑн ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑран Чӑваш Республикин тӗп хули тӑтӑшах ҫӗнелсе улшӑнать, хӑтлӑрах та тирпейлӗрех тата илӗртӳллӗрех пулса пырать.
Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/19/news-3916021
— Ҫапла, эсир тӑрӑшнӑран ҫакӑн пек пулса тӑтӑм иккен? — терӗ вӑл мӑнаҫлӑн, хӑйне пысӑка хунӑ пек тыткаласа.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Е вӑл фортепьяно патне пырса тухать те, тимлесех тӑрӑшнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй пӗлекен пӗрттен-пӗр вальса калама пуҫлать, е пӗр-пӗр романа тытать те, варринчен темиҫе йӗрке вуласа пӑхсан, ӑна пӑрахать, е ҫынсене вӑратас мар тесе, буфет патне хӑех пырса, унтан хӑяр, пӑру ашӗ илет, буфет чӳречи умӗнчех ҫав япаласене ҫисе ярать, е ӗшенчӗкскер, хуйхӑллӑскер, каллех ним тут аптраса пӳлӗмрен пӳлӗме сулланса ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ҫапла туйӑнать: манӑн ҫавнашкал туртӑм пурри эпӗ хама чӑннипе епле пулнӑ пек мар, пачах урӑхла йышши ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑран, тытмалла мар суяссин пурнӑҫа кӗми ӗмӗтне парӑннӑран килнӗ, ахӑр.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Солтыс, литваҫ, тӑрӑшнӑран пӳлӗнсе те куҫӗсене тавӑрса хурса, кӑшкӑрса ярать:Солтыс, литвин, давясь и тараща глаза от старания, выкрикивает:
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ахальтен мар ӗнтӗ, ял халӑхӗ тӑрӑшнӑран, ял тӑрӑхӗ республикӑра ирттерекен конкурссене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен шутне кӗрет.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Чӑн та, хӑйсем тӑрӑшнӑран, Турри пулӑшнӑран хӑтлӑ ҫурт хӑпартса лартнӑ Уткинсем.
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Спорт шкулӗн филиалӗнче тӑрӑшнӑран кӑна мар физкультурӑпа туслӑ Вячеслав Никитич.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Тӑрӑшнӑран йӑлт «пиллӗкпе» ҫеҫ вӗреннӗ.
“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
- 1