Поиск
Шырав ĕçĕ:
тӑрӑхсенчен (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Унта аякри тӑрӑхсенчен вӗрентме-ӗҫлеме ҫӳрекенсене пурӑнма ятарлӑ ҫурт — общежити те пур.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ҫулсерен ирттерекен Квебекри Хӗллехи карнавал туристсене пӗтӗм тӗнчерен, ҫав шутра юнашар вырнаҫнӑ акӑлчан чӗлхиллӗ тӑрӑхсенчен те, илӗртет, ҫавна май ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хулари акӑлчан чӗлхиллӗ халӑх йышӗ самаях ӳсет.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
Хуласемпе тишкерсен Шупашкарта, тӑрӑхсенчен вара Канашра, Муркашра, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Елчӗкре шыва кӗмелли вырӑнсем нумай пулӗҫ.
Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA
Хальлӗхе республикипе тӑрӑхсенчен 100 ытла заявка килнӗ, вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗнче водолазсем ӗҫленӗ те.
Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw
Тепӗр кунне эпир Джим патне пырса лартӑмӑр та ҫивиттине тӑрӑхӑн-тӑрӑхӑн чӗртӗмӗр, унтан ҫав ансӑр тӑрӑхсенчен вӗрен яврӑмӑр, тул ҫутӑлнӑ ҫӗре пирӗн шутсӑр селӗм вӗрен пулса тӑчӗ, хуть те ҫынна ҫак унпа.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ, аякри тӑрӑхсенчен ҫитнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасене 2013 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ирина Алексеевна Диарова, 2012 ҫулта ҫав конкурсра ҫӗнтернӗ Александр Марсович Степанов тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика талккӑшӗ-2014» конкурс лауреачӗ Любовь Васильевна Кудрявцева тулли кӑмӑлпа ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Страницы:
- 1