Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑнчӗ (тĕпĕ: тӑрӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмах пулмарӗҫ вӗсем, ҫивӗч ҫӗҫӗ пулса, чӗре варне тӑрӑнчӗ усал хыпар.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич ҫивчӗ куҫӗсемпе Кулюкка ҫине тӑрӑнчӗ:

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра каллех лаша кӗҫенни унӑн чӗрине сӑнӑ пек пырса тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна кӑшт уҫсанах сӑмсана, куҫа йӳҫӗ тӗтӗм тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Такӑр сукмак ҫине ӳсӗр ҫын пек малалла тӑрӑнчӗ Пантей.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Акӑ пӑши чӗлхине ҫыртса лартрӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, туртӑнса илчӗ, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, пуҫне каҫӑртса, мӑйракипе кӗрте тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗперӗн сылтӑм вӗҫӗ пӗчӗк уҫланкӑри шывсиккине тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара, нӗшӗклесе, пуҫӗпе Раман кӑкӑрне тӑрӑнчӗ, куҫне шӑла-шӑла калаҫрӗ:

Помоги переводом

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хум вылятса выртакан таса та тарӑн пысӑк кӳлӗ вырӑнне куҫа пӑлпӑл! туса тӑракан шыв юххи тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Васса пӗррех тӗртрӗ те упӑшки чалӑшса кайрӗ, кӑмака ҫумӗнчи тенкел ҫине пырса тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӗнле йӗп пырса тӑрӑнчӗ?

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӳрт кӗтесӗнчен сиксе тухнӑ йытӑ сӑмсипе Кирилӑн урине тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ун хыҫҫӑн чупса ҫитнӗ Ольга, чарӑнаймасӑр, Укахви ҫинех пырса тӑрӑнчӗ те — Укахви «чур» тесен — Хӗветлие хулӗнчен ҫапрӗ, хӑй чупса кайса тунката ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Мӗн калӗҫ вара мана тӑван ял ҫыннисем? — йӑлкӑшакан куҫӗсемпе тӑрӑнчӗ вӑл мана.

Помоги переводом

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла икӗ хут утса ҫаврӑнчӗ те ҫурма ункӑн тӑракан юлташӗсем тавра кӳп! тӑрӑнчӗ ялкӑшакан куҫӗсемпе чанккама этеме.

Помоги переводом

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Санпа канашлать-и-ха стройтрест управляющийӗ ҫапла чӗнсе илсе? — Пруткина куҫӗсемпе тӑрӑнчӗ вӑл.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унтан вакри сивӗ шыв пек йӑлтӑртатма тытӑннӑ куҫӗсемпе мана темле лап тӑрӑнчӗ, хуллен кулса ячӗ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Авӑ ӑҫта ҫитсе тӑрӑнчӗ Наталь, тӗп тымарӗ хӑрнӑ мӗскӗн.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ӳт-тире тӑрӑнчӗ пулсан – пӑлханмасӑр юн ӗҫенрен хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Сӑвӑсран сыхланар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61068

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней