Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑррисенчен (тĕпĕ: тӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑмлӑ кӗлте витнӗ кӗлет тӑррисенчен хӑпайман хӗвел ҫине куҫне хӗссе, Маркка килсе тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ, шыв тӗпӗнчи чӑрӑш тӑррисенчен хӑпрӗ вӑл.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн уҫланкӑсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫав уҫланкӑсенче вара ту тӑррисенчен йӑванса аннӑ мӑн чулсем тата чул катӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ.

Местами встречаются поляны, покрытые огромными камнями и россыпями камней, свалившихся с вершин гор.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чум тӑррисенчен ҫӳлелле тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать.

Вьются дымы над чумами.

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тискер, анчах чаплӑ-селӗм тӳремлӗх кахаллӑн тӗтреленет ун умӗнче, тӳпен янкӑр ҫутӑ тарӑнӑшӗнче ерипен куҫать-ҫаврӑнать; ӗмӗлкесен сӑрӑ пархӑчӗ тата чечексен чӑпар хумӗсем-йӑлтӑравӗсем рельс хӗрринчи йӑлкӑшуллӑ, ҫил авакан ҫӳллӗ курӑк тӑррисенчен перӗне-перӗне сапаланаҫҫӗ.

Равнина, дикая и великолепная, лениво дымилась перед ним, медленно кружась под светлой глубиной неба; серый бархат теней и пестрые цветные отливы расстилались у рельс высокой помятой ветром травой с яркими венчиками.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Историн хӑватлӑран та хӑватлӑ театрӗ йӑлӑхтарса ҫитерсен, — историе вӑл пилӗк пин ҫула яхӑн сӑнанӑ, — Калиостро ӑслӑ Клиона хӑварать те Гималай тӑвӗн тӑррисенчен пӗрин ҫине пурӑнма куҫать; ҫак тӑрӑ — Армун — анлӑ та сарлака джунглире.

Калиостро, наскучив колоссальным театром истории, кою наблюдал около пяти тысяч лет, оставил мудрую Клио и удалился на одну из Гималайских вершин — Армун, затерянную в обширных джунглях.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Пӳрт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисем ирӗлсе кӗскеле пуҫланӑ, пӑт-пат! чӑнк-чанк! шӗп-шеп! туса, пиншер тумлам ҫӗре тӑкӑнать…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӗнер каҫ пӳрт тӑррисенчен усӑна-усӑна аннӑ пӑр хӳрешкисем, ҫутӑ пӑрпа витӗннӗ шыв кӳлленчӗкӗсем ку сивӗ хӗвел ҫӳлерех хӑпариччен кӑна тытӑнса тӑрассине систереҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗнчене хӑй сисмесӗрех ҫав тери хытӑ юратма пуҫланипе хыпса тӗлкӗшекен Тарт аллисене тӑсрӗ те ӑшӗнче вӗсемпе ту хысакӗсен тӑррисенчен перӗнчӗ.

Инстинктивно трепеща от вспыхнувшей любви к миру, Тарт протянул руку и мысленно коснулся ею скалистых вершин.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Унта, пӑхсассӑн та палӑрмалла мар мӑкӑрланакан тӗтӗм айӗнче, ҫулӑм — ташланӑ пек ялкӑшать, ишӗлсе анакан ҫурт тӑррисенчен хӗмлӗ хӗлхем палка-палка ҫӗкленет.

где под непроглядной тучей дыма плясало пламя и от рушившихся крыш взвивались хвосты искр.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вагон тӑррисенчен, площадкӑсем тата платформӑсем ҫинчен пеме пуҫлаҫҫӗ…

Начиналась стрельба с крыш, площадок и платформ…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Поезд стрелкӑсенче кӗмсӗртетсе, тӗтӗмпе хупланса, чӳречесенчен, боецсем выртакан вагон тӑррисенчен перекен пӑшал вучӗсемпе йӑлтӑртатса, пытанса пӗтнӗ нимӗҫсем умӗпе тӑвӑл пек иртсе каять, кӗпер урлӑ кӗмсӗртетсе каҫать те ҫул кукринче ҫухалать.

Поезд, грохоча на стрелках, закутываясь дымом, сверкая вспышками выстрелов из окон, с крыш, где лежали бойцы, — тяжелым ураганом промчался мимо попрятавшихся немцев, с грохотом перешел мост и скрылся за поворотом.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Февралӗн вуннӑмӗшӗнче, пӗрер хутлӑ казеннӑй ҫуртсем тӑррисенчен тумла шӑпӑртатса юхнӑ тӗксӗм ирхине, Брест-Литовск крепоҫӗнчи ҫара йывӑҫсем ҫинче ҫерҫисем донжуанла чӗвӗлтетнӗ вӑхӑтра, — совет делегацийӗ, — юрпа витӗннӗ картиш урлӑ офицерсен собрани ҫуртне ларӑва кайнӑ чухне, нимӗҫсен ҫав чее ӗҫӗ ҫинчен илтсе пӗлнӗ.

Сереньким утром десятого февраля, когда капало с крыш одноэтажных казенных домиков и воробьи заводили на голых деревьях Брест-литовской крепости донжуанское щебетанье, советская делегация, направляясь через снежный двор в офицерское собрание заседать, узнала про ловкий ход немцев.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӗр ҫийӗпе, улӑм витнӗ пӳртсемпе витесен тӑррисенчен, темӗнле, сӑмсана кӑтӑклантаракан пӑс йӑсӑрланма пуҫларӗ, Хӗрлӗ Ҫыран ялӗпе юнашар вӑрман енчен ҫӗр ҫырли шӑрши илӗртет.

От земли, от соломенных крыш изб и конюшен поднимался лёгкий пряный парок, а из соседней с Красным Яром рощицы тянуло запахом спеющей земляники.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Вӑрманпа хупланнӑ ту тӑррисенчен пӗри шывран инҫетре пулнӑ, унта каснӑ йывӑҫсене аялалла антарма майӗ те пулман, мӗншӗн тесен йӗри-тавра пырса кӗме ҫук чӑтлӑх вӑрман кашласа ларнӑ, тем пысӑкӑш чулсем купаланса выртнӑ.

Один лесистый холм был в стороне от воды, так что некуда было спускать с него срубленные деревья, потому что кругом были совсем неприступные, огромными камнями заваленные дебри.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Пуху председателӗ ҫав ҫын хӑш ялтан килнине каласанах, ун ҫӗршывӗнчи хӑрушӑ чул тусем, тӗпсӗр ҫырма хӗррипе пыракан ансӑр сукмаксем, чӑнкӑ ту тӑррисенчен кӗрлесе анакан кӑпӑклӑ шыв юххисем куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ.

И когда председатель собрания назвал селение, откуда он пришел, то можно было легко представить себе грозные скалы его родины, узкие, повисшие над бездной тропинки, ревущие потоки, срывающиеся с утесов, взлохмаченные, пенные и дикие, как песни его гор.

«Тӗттӗм ту ҫынни» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ҫурт тӑррисенчен тумла юхать.

С крыш сыпалась веселая капель.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан аппарат пӑрлӑ чӑнкӑ та ҫивӗч ту тӑррисенчен шуса иртрӗ… анчах унта, тусен леш енче, — ахрат, тӗпсӗрлӗх, сӗм тӗттӗмлӗх.

Затем, аппарат скользнул над остриями ледяных пиков… но там, по ту их сторону, — был обрыв, бездна, тьма.

Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кунавинӑри ҫивчӗ мещанкӑсем лавкасене урай ҫума пырсан, Ефимушка лавка тӑррисенчен анатчӗ те, ӑҫта та пулин кӗтесе кӗрсе тӑрса, кӑвак та чӗрӗ куҫӗсене хӗссе, мӑн ҫӑварне хӑлха таранах карӑнтарса ярса, мӑрӑлтатса тӑратчӗ:

Когда бойкие кунавинские мещанки приходили мыть полы в лавках, Ефимушка спускался с крыши и, становясь где-нибудь в уголок, мурлыкал, прищурив серые живые глаза, растягивая большой рот до ушей.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кӑвак тӳпере халь кӑна шурӑ юрпа витӗнсе тӑракан ҫавӑн пек ту тӑррисенчен пӗрин ҫине пӗлӗт шуса пырать.

Вот на одну из таких вершин, только что белевшую своими снегами на голубом небе, надвигается облако.

2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней