Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрмашрӗ (тĕпĕ: тӑрмаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрах тӑрмашрӗ вӑл.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аллӑ ҫулалла ҫитнӗскер, районти тӗрлӗ вырӑнсенче ӗҫлесе курнӑ, ял Совет председателӗнче темиҫе ҫул тӑрмашрӗ, халӗ акӑ колхоз председателӗ туса хучӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашкипе чылай тӑрмашрӗ пулсан та ӑна чӗртеймерӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗр уйӑха яхӑн пуль тӑрмашрӗ ял халӑхӗ, ҫил-тӑвӑл мӗн сиен кӳнисене пӗрех пӗтӗмпех юсаса пӗтереймерӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр вунӑ минут тӑрмашрӗ вара ҫав ҫын хӑйӗн пушмакӗсемпе.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Калавӑн вӗҫӗ тупӑннӑшӑн савӑннӑ Таранов кухньӑра хӑпартланса тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан вӑл йывӑҫ-тӗмӗсемпе «суккӑр такалла выляма» пуҫларӗ: пӗрне пырса тӗкӗнчӗ, теприне пырса тӑрӑнчӗ, пӗрин тураттине пусаркаларӗ, тепринне аялалла турткалама тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ваҫка кайри урисем ҫине тӑчӗ, пуҫне силлекелесе сулкаларӗ — хӑй ҫинчи юланутҫа ҫӗре ывӑтасшӑн пулчӗ, анчах кӑлӑхах тӑрмашрӗ: Антунӑн ҫирӗп аллисем ӑна ытлашши пӑркаланма та, тапӑртатма та памарӗҫ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Миҫе ҫул хурт-хӑмӑрпа тӑрмашрӗ, хӑй пылне те астивсе курайман…»

Сколько бился с пчелами, с пасекой, а меду, видать, так и не довелось испробовать…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атте хӑй те сахал мар тӑрмашрӗ пулас.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӑрӑшса, мекӗрленсе вуланӑран-и е тарӑхнипе, ун ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ, хан ӑна сисмесӗр ҫав-ҫавах грамотӑпа тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурттине вӑл пысӑк чула ҫавӑрса хӑех хӑйрарӗ, ун хыҫҫӑн ӗлӗкхи йӑлипе чылайччен вӗркӗч патӗнче тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кула-кула юрӑ ӗнӗрлесе — ҫапларах тӑрмашрӗ вӑл; Дрэп акӑш-макӑш тӗлӗнессе, ӑна питех те килӗшессе, лайӑх пуласса куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ.

Так хлопоча, улыбалась и напевала она, представляя, как удивится Дрэп, как будет ему приятно и хорошо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Ыттисемпе пӗрле Телегин та пикенсех тӑрмашрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗ ҫул тӑрмашрӗ строительсен факультетне вӗренме кӗрес тесе — усси пулмарӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Чылайччен тӑрмашрӗ вӑл, унӑн аллисем те хӑпарса тухрӗҫ.

Возился долго, набил мозоли.

XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Олег, ҫӗр кӑмрӑк илме наряд иличчен, таҫта та чупкаларӗ, тӑрмашрӗ, чееленчӗ, тем те пӗр шутласа кӑларчӗ.

Олег куда-то бегал, хлопотал, хитрил и выдумывал, пока не добился наряда на уголь.

Приказ — закон // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Анне плита патӗнче тӑрмашрӗ.

Мать суетилась у плиты.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кризогон, хуҫи вилнӗшӗн пит куляннипе урӑх ӗҫе пурне те манса кайнӑскер, ҫырӑва нимӗн пӑхмасӑрах туникӑпа кӗпе хушшине хурса, каллех хӑйӗн господинӗн ӳчӗ патӗнче малалла тӑрмашрӗ.

Хризогон, бывший вне себя от горя, машинально взял письмо и, не обратив на него никакого внимания, положил его между туникой и рубашкой, продолжая хлопотать около тела своего господина и благодетеля.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней