Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрах (тĕпĕ: тӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним пытармалли те ҫук, хӑш-пӗр чухне эпир, литература теорине пӗле тӑрах, илемлӗ произведенийӗн сюжечӗ, фабули, композицийӗ тата ытти кирлӗ япаласене те манатпӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унӑн ҫирӗп алли уй-хир тӑрах трактор ҫӳретет е хир карапӗн штурвалне тытса пырать.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Касмасӑр юлнӑ пӑч-пач ларакан участоксем тӑрах ҫеҫ кунта та ӗлӗк вӑрман пулнӑ тесе калама пулать.

Только по отдельным невырубленным участкам можно догадаться, что здесь когда-то тоже был лес.

Самолет ҫинчен епле курӑнать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пур еннелле те чугун ҫулсем каяҫҫӗ, вӗсем тӑрах поездсем хӑвӑрт чупаҫҫӗ.

Во всех направлениях тянутся линии железных дорог, и по ним быстро бегут поезда.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв тӑрах анаталла кайрӗҫ.

Пошли вниз по ручью.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Масштаб линейкипе ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ япаласен хушшисене виҫме ҫӑмӑл: ӑна ӳкерчӗк тӑрах шутарса пырса, вӑл миҫе хут вырнаҫнине шутласа кӑлараҫҫӗ.

С помощью масштабной линейки удобно определять по чертежу расстояние: ее передвигают по чертежу и подсчитывают, сколько раз она поместится.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ӑна ҫӗрӗпех Ленинград урамӗсем тӑрах ҫӳреме е вокзалсенчен пӗринче ҫӗр каҫма киле таврӑнса хӗр-тантӑшӗсем ун ҫине тем кӗтсе, асӑрханса пӑхнисене тӳснинчен ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Раҫҫей Цифра министерстви палӑртнӑ тӑрах, кӑҫал ачасене Госуслуги урлӑ 1-мӗш класа иртнӗ ҫулхинчен 3,5 хут ытларах ҫырнӑ.

В целом Минцифры России отметило, что в этом году детей записывали в 1 класс через Госуслуги в 3,5 раза чаще, чем в прошлом.

Пушкӑртстанра ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ 1-мӗш класа Госуслуги урлӑ ҫырма кӑмӑлланӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3435603

Юлашкинчен Ю. Збанацкий ҫырнӑ сценари тӑрах Довжешко ячӗпе хисепленекен киностуди «Ҫеҫпӗл» ятлӑ фильм ӳкерсе кӑларчӗ.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Тӑрах, ҫапла тӳп-тӳрӗ тӑр, пуҫа ҫӗклесе, автомата хытӑ чӑмӑртаса, ҫӗнӗ ҫуртсем урлӑ уй-хир ҫине, тӑрӑ тӳпе ҫине пӑхса тӑр.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ программӑсем тӑрах ҫине тӑрсах хатӗрленеттӗм.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Атаманран Пукачран, Салам илнӗ йыхравран: Ыран ирех Хусана Ту пуҫӗнчен тапӑнма, Атӑл урлӑ каҫмалла, Йӑлӑм тӑрах каймалла…

Помоги переводом

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ыйхӑран вӑрантӑн пулсан, тӑрах, Кирук, пирӗн ӗҫ пур, — терӗ Паҫук, ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Иванов малалла калаймарӗ: унӑн пысӑк хура хӑмӑр куҫӗсем шывланчӗҫ, куҫҫуль тумламӗ, ҫутӑ шӑрҫа пек йӑпӑртатса, пичӗ тӑрах юхса анчӗ те ачанни пек ачаш, чӗтрекен тути хӗрринче чарӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кайран партизансем пӗлтернӗ тӑрах, эпӗ ҫав каҫхине ҫӗр вӑтӑр икӗ фашиста леш тӗнчене ӑсатнӑ…

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Марья Ивановна каланӑ тӑрах, вӑрҫӑчченех вӑрман хӗрринчен кивӗ тункатасене хӑртса кӳнӗччӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Юн тумламӗсем янаха кӗҫӗттерсе кӑкар тӑрах чупса анса ҫӗре ӳкеҫҫӗ.

Кровь стекает с подбородка на грудь, и дальше на землю.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тусанлӑ, алтӑклӑ ҫул тӑрах Юртать тӳлеккӗн караван.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн чухлӗ тӑвӑл хӑваланӑ Ват Атӑл тӑрах хумсене?

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Правлени тӗлне ҫитсен Укахви Левентее аса илчӗ те, ӑна сӗтӗрсе тухас тесе, пусма тӑрах чупса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней