Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑратсан (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сантӑр лашине тӑратсан, икӗ хӗрарӑмӗ те урапа ҫинчен анчӗҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫӑпатине ҫӳлелле туса пуҫхӗрлӗ тӑратсан, куракансем тата хытӑрах кулӗҫ».

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярах ӳссе ҫитӗнсен, ҫемье ҫавӑрсан, республика, Тӑван ҫӗршывӑмӑршӑн юрӑхлӑ ачасем ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратсан, пирӗн пуласлӑх тата та лайӑх пуласса пурсӑмӑр та пӗлсех тӑратпӑр.

Помоги переводом

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Пуҫлӑхсене йӑпатсан, Пӗртак парне тӑратсан — Тӗттӗм ҫӗрле ҫӳреме Ирӗк, теҫҫӗ, кимсене.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑнах та, пуканене хӗвел ҫине тӑратсан улӑм пӗрчисем типсе татӑлаҫҫӗ иккен.

Помоги переводом

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каччӑсем чӗмсӗрленсе хӑлхисене чӑнк! тӑратсан: — Сисрӗр-и? — терӗ ытарлӑ сасӑпа.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗнчелеҫҫисене вырнаҫтарса тӑратсан: — Мавра аппа, тирӗк пур-и? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӑлӑм енче лашасене кӳлсе тӑратсан, Макҫӑм паҫӑрхи сӑмахне аса илчӗ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӳлнӗ лашана ҫенӗк умне пырса тӑратсан тин, ыйхӑран вӑраннӑ пек, ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лашисене картишне кӗртсе тӑратсан, хапхине малтан сӑлӑп хурса питӗрсе илнӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӳлсе тӑратсан, ниепле те хапхаран тухмасть.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс, воевода, ҫакна ҫеҫ кала: тӗкӗрҫӗсене ӑҫта пуҫтарса тӑратсан майлӑрах пулать?

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эй, бригадир — илтрӗ вӑл лашине кӳлсе тӑратсан, — эс мана лартса каятӑн-и, ҫук-и?

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

«Тавтапуҫ, Илюш, — тет машинӑна тӑратсан.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Пуҫсем тӑрринче тӗнче пӗтнӗ пек ҫил кӗрлет-ахӑрать, алӑ тӑратсан алла татса каяссӑн туйӑнать.

В крышах завывает ветер небывалой силы — вытянешь вперед руку, она падает под его напором, как подрубленная.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

пӗрремӗш абзацра пӗрремӗш предложение «29 статйин 5-мӗш пайӗнче» сӑмахсем хыҫҫӑн «, 291 статйин 12-мӗш пайӗнче (кандидат хӑйне хӑй тӑратсан» сӑмахсем хушса хурас, «ҫавӑн пекех пулсан» сӑмахсем хыҫҫӑн «суйлавҫӑсен хӑйне хӑй тӑратнӑ кандидата ырласа кирлӗ чухлӗ алӑ пуснисем пулсан, е (тата) пулсан» сӑмахсем хушса хурас, «(политика партийӗ кандидата тӑратнӑ чухне)» сӑмахсем хушса хурас;

в абзаце первом первое предложение после слов «части 5 статьи 29» дополнить словами «, части 12 статьи 291 (при самовыдвижении кандидата)», после слов «а также при наличии» дополнить словами «необходимого количества подписей избирателей, собранных в поддержку самовыдвижения кандидата, или (и) при наличии», дополнить словами «(при выдвижении кандидата политической партией)»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года

Хӗветӗре чӗнсе лаша кӳлме хушрӗ, анчах Савраскӑна крыльца умне тӑратсан, шухӑшне улӑштарчӗ.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хапха умне лашине пырса тӑратсан, курах кайрӗ: тикӗтленнӗ иккен хапха.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Лаша кӳлсе тӑратсан, шӑп пӳртрен тухас умӗн, Михаил Николаевичпа кӑшт чарӑнса тӑчӗ Петровский:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫакна умне кӑларса тӑратсан Джесси халӗ ӑнне темӗнле хистесен те хуларан кайнине сӑнарлаймасть.

Как только она это представила, никакими усилиями сознания Джесси не могла вызвать представления, что едет из города.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней