Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑлса (тĕпĕ: тӑвӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ хура маска ҫӗнтерессе шанмастӑп-и?! — ҫилли тӑвӑлса килнипе сывлӑшне аран ҫавӑрса кӑшкӑрчӗ ырхан хӗрарӑм.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Раман тӑвӑлса хӑпарнӑ ҫиллине пусараймарӗ, пӗр утӑм ярса пусрӗ Ваҫҫа еннелле, тепӗр утӑм…

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каллех!? — тӑвӑлса кайса хутне ҫӗре ӳкерчӗ.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳртре вӑл хӑйне ҫапах та лӑпкӑрах тытма пултарчӗ-ха — кунта, никам та ҫук ҫӗрте, унӑн кӑкӑрӗнче калама ҫук тем тӑвӑлса килчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Пултарусӑр, талантсӑр ҫынсене, вӗсен шутне хам та кӗретӗп пулин те, эпӗ юлашки вӑхӑтра чӑтма пултараймастӑп, манӑн, вӗсене курсан, темшӗн сӑлтавсӑрах ҫилӗ тӑвӑлса килет.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫакна ӑнланса илсен, вӑл йӑлтах хутланса, чӑмӑртанса ларчӗ, унӑн чӗринче тем тӑвӑлса ҫитсе, чиккинчен те тухса кайрӗ — Аня кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кӗркури кӗнине курсан Тарасӑн чунӗ тӑвӑлса килчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн чӗринче витӗмлӗ сӑмах калаҫа хурас ҫилӗ тӑвӑлса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур, курма шанса килнӗ хӗрӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса лараканскер, Анук Элекҫее улаха чӗнни ҫинчен каласа панине илтсен, тӑвӑлса кайрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла калаймарӗ Ҫтаппан, тӑвӑлса тухнӑ куҫҫулӗ сапӑнтарса ячӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхине, ӗнепе пӑру вилсе выртнине курсан, чун тӑвӑлса килчӗ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗнчен ҫакнашкал чуна касса каймалла хӑрушӑ сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн Сахар малтанах ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑлса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен кумрӗ, пӗр вӗҫӗм шухӑшларӗ.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хаяр вилӗм умӗнче ӗмӗртен йӑваш тенӗ чӑвашсем тӑвӑлса ҫитеҫҫӗ.

Перед лицом жестокой смерти сердца исстари смиренных чувашей переполнились гневом.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫленинчен ытла шухӑшланипе, тӑвӑлса ҫӳренипе.

И больше, пожалуй, не от тяжкого труда, а от бесконечных тягостных мыслей.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑна илтсен, Укахви чунӗ тата ытларах тӑвӑлса ҫитрӗ, пырне те ҫӑтса ямалла мар чӑмӑркка япала тулса ларчӗ.

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тек вӑл нимӗн те калаймарӗ, чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе хыттӑн уласа йӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗншӗн пире пӑрахса хӑвартӑр? — чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе, пӗтӗм кил-ҫурта янратса, ҫари! ҫухӑрса ячӗ Соня.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сасартӑк Павлушӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитрӗ: алра пӑшал пулсан, е халь умра чӑнахах пӗр-пӗр «мародер» тӑрас пулсан — вӑл пӗр шухӑшламасӑр персе вӗлерме пултарассӑн туйрӗ хӑйне хӑй.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ахаль чухне Антун унпа унашкал япала ҫинчен сӑмахлас ҫук та-ха, тӑвӑлса ҫитнӗ самантра ҫыннӑн чунне уҫас, капланнӑ тунсӑха ҫапла майпа кӑларса, кӑшт лӑпланас килет-ҫке.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней