Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юханшыв хӗрринче нумай-нумай ризофор — мангр йывӑҫӗн пӗр тӗсӗ — хӑйӗн Индири тӑванӗсенчен чылаях уйрӑлса тӑраканскер, шыв ҫинелле усӑнса ӳсет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Джемма унпа телейлӗ пуласса, тӑванӗсенчен уйрӑлсан, ӑна кичем пурнӑҫра усрас ҫуккине шанать вӑл!..Он надеется, что Джемма будет счастлива с ним и что он сумеет усладить ей разлуку с родными!..
XXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Мельбурнра пилӗк ҫул пурӑнса ача хӑйӗн тӑванӗсенчен никама та курман.За пять лет своего пребывания в Мельбурне мальчик ни разу не видел никого из родных.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку художник хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗсенчен пӗри иккен, вӑл ҫамрӑкранах искусствӑна юратса чӗререн ӗҫе пуҫӑннӑччӗ, унтан вӑл, тусӗсенчен, тӑванӗсенчен уйрӑлса тата яланхи хӑнӑхӑвӗсене пӑрахса, таса тӳпене пула искусство хӑватлӑн аталанакан ҫӗре, ку хула ятне асӑнсах художникӗн ҫулӑмлӑ чӗрине вӑйлӑ таптаракан Рима кайрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чус хӑмасемпе сапса тухнӑ, кӑвак чӳречеллӗ, ҫутӑ сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче Пробатов машинӑран тухрӗ, айккинелле пӑхкаласа, пӗр-ик минут кӗтсе тӑчӗ — акӑ ҫенӗкре халех алӑк хӑлтлатать те, тӑванӗсенчен кам та пулин ӑна хирӗҫ чупса тухать!
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел ҫине хӗр чухнехи алӑпа тӗрленӗ шурӑ ҫитти тухса выртрӗ, Аниҫҫе ӑна сайра хутра ҫеҫ: пысӑк праҫниксенче е тӑванӗсенчен кам та пулин килсен кӑларса сарнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ акӑ Анфиса тӑванӗсенчен инҫетре, Тури Кубань хӗрринче вӗсем лӑпкӑн та йӗркипе калаҫса татӑлма, Сергейпе те калаҫса пӑхма кирлӗ тесе шутларӗ Ҫемен.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑйне хӑй вӗлерме пикенни ӑна тӑванӗсенчен ютшӑнтарчӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сталин вара, никам сисмелле мар ассӑн сывласа илсе, ҫак ҫынсен чунӗсенчи чи пысӑк сурансене, тухтӑр манса кайнӑ сурансене, ыраттарас мар тесе, питӗ те асӑрханса, вӗсем ӑҫтисем пулни ҫинчен, вӑрҫӑччен ӑҫта тата мӗн ӗҫлени ҫинчен, вӗсен ҫемйисем мӗнле пурӑнни ҫинчен, ачи-пӑчисем пурри-ҫукки ҫинчен, тӑванӗсенчен ҫыру илнипе илменни ҫинчен, хӑйсене наградӑсем илме тӑратнипе тӑратманни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ…
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах лешсем ун ҫине отрядран тарнӑ тесе шанчӑксӑррӑн пӑхма пуҫласан, пурне те тӗплӗн каласа памасӑр хӑтӑлма ҫуккине ӑнланса илчӗ вӑл; тӑванӗсенчен сӑмах илсе, хӑйне мӗншӗн кунта хӑварни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унтан кайран та, Володя Дубининӑн ячӗпе, унӑн кӗске те паттӑр пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑракан вырӑнсенче пулса, пурин ҫине те тӑванла куҫсемпе пӑхас тесе, Керчь пионерӗсен чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен Володьӑн тӑванӗсенчен, тусӗсенчен, тантӑшӗсенчен тата ҫапӑҫура пӗрле пулнӑ аслӑ юлташӗсенчен татах ыйтса пӗлес тесе, Керчьре темиҫе хут та пултӑмӑр.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ, карчӑк хӑйӗн кукӑр пӳрнеллӗ, чӗтревлӗ аллине тӑсса кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та акӑ мӗн куртӑм: унта мӗлкесем шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ, питӗ нумаййӑн вӗсем; вӗсенчен пӗри, ыттисенчен хулӑнтараххи, шӑвасса та хӑйӗн тӑванӗсенчен аяларах пырса, хӑвӑртрах шӑвать, — вӑл мӗлке, ыттисенчен ытларах ҫӗре ҫывӑх пырса, васкавлӑрах юхакан пӗлӗт татӑкӗнчен ӳкет-мӗн.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Чаплӑ математикӑн Чебышевӑн ӗҫӗсене вӑл вилнӗ хыҫҫӑн унӑн тӑванӗсенчен пӗри панӑ укҫапа кӑна кӑларма май килнӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку вӑл тупӑка вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсенчен никамах та йӑтса тухма пултарайманнинчен килчӗ-и, тен.должно быть, потому, что из родных гроб выносить было некому.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир унӑн тӑванӗсенчен ирӗк ыйтса илсе, ку алҫырӑвне, кашни сыпӑкӗ валли тивӗҫлӗ, лайӑхрах эпиграф тупса тата хӑшпӗр ятсене улӑштарса, уйрӑм кӗнеке туса кӑларма шутларӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫарта кавалерист, ялта ял Совет председателӗ пулнӑ Андрей Гарашкин хӑйӗн тӑванӗсенчен, ял-йышран 1948 ҫулхи ноябрӗн 24-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.
Ҫарта – кавалерист, ялта – председатель // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
5. Левий тӑхӑмӗсем, священник ӗҫне туса тӑракансем, халӑхран — хӑйсен тӑванӗсенчен, лешӗсем Авраам йӑхӗнчи ҫынсем пулсан та — саккун тӑрӑх вуннӑмӗш пай илсе тӑнӑ.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара таврари суя тӗнлӗ ҫынсем пурте Иудӑпа унӑн тӑванӗсенчен хӑраса тӑра пуҫланӑ, текех пырса тапӑнма та шикленнӗ.25. И начал страх перед Иудою и братьями его и боязнь нападать на всех окрестных язычников.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнта пухӑннӑ священниксенчен ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: 19. Иоседек ывӑлӗ Иисус ывӑлӗсенчен, унӑн тӑванӗсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан, 20. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене уйӑрса яма сӑмах панӑ, ҫылӑхӗсене каҫарттарма сурӑх такисем парне кӳнӗ; 21. Еммир ывӑлӗсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария; 22. Фесур ывӑлӗсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя; 23. левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вӑлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона, 24. юрӑҫсенчен — Елиасав, Вакхур, 25. хапха хуралҫисенчен — Салум, Толван, 26. Израиль халӑхӗнчен вара, Форос ывӑлӗсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея; 27. Ил ывӑлӗсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия; 28. Замаф ывӑлӗсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, Зералия; 29. Виваий ывӑлӗсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия; 30. Маня ывӑлӗсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф; 31. Адди ывӑлӗсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия; 32. Анан ывӑлӗсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей; 33. Асом ывӑлӗсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей; 34. Вааний ывӑлӗсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывӑлӗсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф; 35. Ефм ывӑлӗсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Священниксен ывӑлӗсем хушшинче ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗсемпе ун тӑванӗсенчен: Маасея, Елиезер, Иарив тата Гедалия; 19. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене каялла яма сӑмах панӑ; кашнийӗ хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн пӗр сурӑх таки парне кӳнӗ; 20. Иммер ывӑлӗсенчен: Хананий тата Зевадия; 21. Харим ывӑлӗсенчен: Маасея, Елия, Шемаия, Иехиил тата Уззия; 22. Пашхур ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Маасея, Исмаил, Нафанаил, Иозавад тата Еласа; 23. левитсенчен: Иозавад, Шимей, Келаия, вӑлах — Клита, Пафахия, Иуда тата Елиезер; 24. юрӑҫсенчен: Елияшив; хапха хуралҫисенчен: Шаллум, Телем тата Урий; 25. израильсенчен вара — Парош ывӑлӗсенчен: Рамаия, Иззия, Малхия, Миямин, Елеазар, Малхия тата Венаия; 26. Елам ывӑлӗсенчен: Матфания, Захария, Иехиел, Авдий, Иремоф тата Елия; 27. Заффу ывӑлӗсенчен: Елиоенай, Елияшив, Матфания, Иремоф, Завад тата Азиса; 28. Бевай ывӑлӗсенчен: Иоханан, Ханания, Забвай тата Афлай; 29. Ваний ывӑлӗсенчен: Мешуллам, Маллух, Адая, Иашув, Шеал тата Иерамоф; 30. Пахаф-Моав ывӑлӗсенчен: Адна, Хелал, Венаия, Маасея, Матфания, Веселиил, Биннуй тата Манассия; 31. Харим ывӑлӗсенчен: Елиезер, Ишшия, Малхия, Шемаия, Симеон, 32. Вениамин, Маллух, Шемария; 33. Хашум ывӑлӗсенчен: Мафнай, Мафафа, Завад, Елифелет, Иеремай, Манассия тата Шимей; 34. Ваний ывӑлӗсенчен: Маадай, Амрам, Уел, 35. Бенаия, Бидья, Келуги, 36. Ванея, Меремоф, Елиашив, 37. Матфания, Мафнай, Иаасай, 38. Ваний, Биннуй, Шимей, 39. Шелемия, Нафан, Адаия, 40. Махнадбай, Шашай, Шарай, 41. Азариел, Шелемиягу, Шемария, 42. Шаллум, Амария тата Иосиф; 43. Нево ывӑлӗсенчен: Иеиел, Матфифия, Завад, Зевина, Иаддай, Иоель тата Бенаия.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.