Поиск
Шырав ĕçĕ:
Енчен те сирӗн хӑвӑрӑн йӑмӑк е тӑванӑрсен пирӗн хӗрсем пеккисем пулсан, вара вӗсене вараласан тӗнче кӳренет вӗт, Турӑ умӗнче ҫылӑх пулӗ, — тесе асӑрханса, ҫиллентересрен хӑраса калатӑп.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Канмалли кунсенче хӑварӑн тата тӑванӑрсен сывлӑхӗ пирки шухӑшлӑр: ҫутҫанталӑк лапамӗнче канӑр, спортпа туслашӑр, ҫуран утӑр.
33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эсир пирӗн килсене ҫутӑпа тата ӑшӑпа тивӗҫтеретӗр, эппин, сирӗн ҫемье вучахӗ те яланах хӗрӳ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тӑванӑрсен юратӑвӗ тата пулӑшӑвӗ сире Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса тӑччӑр!
Михаил Игнатьев Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/02/news-3927005
Хӑвӑр пурнӑҫа, хӑвӑр тӑванӑрсен пурнӑҫне ҫӑлас тетӗр пулсан, хӗҫпӑшала пӑрахӑр та килсене саланӑр.Если вы хотите сохранить свою жизнь и жизнь своих близких, бросайте оружие и расходитесь по домам.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Сирӗн упӑшкӑрсен, ывӑлӑрсемпе тӑванӑрсен нимӗнпе пеме ҫук…»
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сирӗн упӑшкӑрсен, ывӑлӑрсемпе тӑванӑрсен нимӗнпе пеме ҫук.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
12. Эсир ҫапла тӑванӑрсен тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗрсе, вӗсенӗн тӗрексӗр кӑмӑлне пӑсса, Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗретӗр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать, 7. эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1