Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытӑнӗ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, Шупашкарти пӗтӗм предприятисем, апла пулсан — пӗтӗм хула коммунизмла ӗҫлеме, пурӑнма тытӑнӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл пиччӗшӗ парса яман-и, тесе тӗпчеме тытӑнӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫех Атӑл шывӗ чакӗ те, вӑл йывӑҫҫисене маткӑ, челенасем ҫине тиеттерме тытӑнӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унччен тӑрӑшни майӗпен ҫимӗҫне пама тытӑнӗ.

Усилия, которые были предприняты ранее, потихоньку начнут приносить плоды.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малашне вӑл Михаил Степанович ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама тытӑнӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хальхи анатри склад цехӗ, завод тусан, пилӗк хут нумайрах продукци пама тытӑнӗ.

Помоги переводом

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку панулмине ҫисен вӑл ырӑпа усала уйӑрма тытӑнӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

2023 ҫулта Пушкӑртстанри ялсенче 75 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ, 10 тухтӑр амбулаторийӗ тата пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен пилӗк кабинечӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.

В 2023 году в Башкирии заработают 75 новых ФАПов, 10 врачебных амбулаторий и пять кабинетов врачей общей практики.

Ҫӗнӗ медицина учрежденийӗсем уҫӑлӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... -l-3489900

Торфа кӑмакасенче хутса ҫунтарӗҫ те, вӑл вара машинӑсене ӗҫлеттерме тытӑнӗ.

Торф будет сжигаться в топках и приводить в движение машины.

Шурти вутӑлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑҫал пысӑк та хӑтлӑ пӳртре пурӑнма тытӑнӗ.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл ҫаранти курӑксен пахалӑхне тӗпчеме тытӑнӗ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Елена Сахарова Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗнче вӑй хума тытӑнӗ.

Елена Сахарова приступила к работе в администрации города Шумерли.

Елена Сахарова Ҫӗмӗрлене ӗҫлеме кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35875.html

Ертӳлӗх халӗ сирӗнте пысӑкрах майсем асӑрхӗ, лайӑхрах хутшӑнма тытӑнӗ.

Руководство сейчас увидит в вас больше возможностей, и изменит своё отношение в лучшую сторону.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ.

Помоги переводом

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

Патшалӑх пулӑшнипе хими предприятийӗ кӑҫал икӗ пысӑк инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗ.

Помоги переводом

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Никамран малтан Саркай чан ҫапма тытӑнӗ: «Таранов хӑйӗн тӑванне чапа кӑларас тесе икӗ ырӑ ҫын ятне тикӗтпе сӗрме хӑтланнӑ!»

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫитес ҫул ку тӑрӑхра пурӑнакан 375 ача ҫӗнӗ шкулта вӗренме тытӑнӗ.

Помоги переводом

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче юратнӑ ҫынпа тавлашасран пӑрӑнӑр – вара сирӗн хутшӑнура кӑна мар, пур ҫӗрте те килӗшӳ хуҫаланма тытӑнӗ.

Во второй половине недели постарайтесь избегать спорных ситуаций со своим любимым человеком, и тогда гармония будет не только в ваших отношениях, но и во всех жизненных направлениях.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, шӑпах халӗ эсир ыттисемпе пӗр чӗлхе тупатӑр, чунра лӑпкӑлӑх хуҫаланма тытӑнӗ.

Скорее всего, именно сейчас вы придёте к согласию с окружающими, обретёте душевное равновесие.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫех хӑй утравпа усӑ курма тытӑнӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней