Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ав епле, — кулам пек турӗ Сидоркин, — ку мӗн… бригада саланма тытӑннӑшӑн айӑпа ҫын ҫинелле сирме пӑхни-и е ответран пӑрӑнма хӑтланни-и?
VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Хӑвна талӑкра виҫӗ хутчен ҫитерме тытӑннӑшӑн тивмерӗн-и?
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ҫӗр ҫинчи чӗлхепе калаҫма тытӑннӑшӑн тав тума та тивӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуринчен иртерех ӗҫе тытӑннӑшӑн Татьяна кӳреннӗ пек туйӑнчӗ ӑна.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ҫамрӑк чухне хам та ыттисенчен маларах вӑранма тӑрӑшман-и вара? Тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк хӗр пуринчен малтан вӑранса ӗҫе тытӑннӑшӑн ватӑ ҫынна мӗншӗн намӑс пултӑр? Пурнӑҫра ҫапла пулмалла те ӗнтӗ. Ватти — ватӑлать, унӑн кая юлмалли вӑхӑт. Ҫамрӑкӑн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла ҫамрӑк хӗршӗн мухтавлӑ», — яланхи ӑшпиллӗ кӑмӑлне тупрӗ Татьяна.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл мана ҫӑмарта пӗҫерме тытӑннӑшӑн мухтарӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл парторгпа колхоз председательне вӑрман хатӗрлес ӗҫе вӑхӑтра тытӑннӑшӑн ырласа илчӗ, эртел ӗҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл пурне те малтанах курса тӑракан Спартака канаш пама тытӑннӑшӑн именсе пуҫне чикрӗ.Он опустил голову, стыдясь того, что вздумал давать советы предусмотрительнейшему Спартаку.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шикленме кирлех-ши эпир хамӑрӑн пуҫламӑш ҫӑлкуҫӑмӑрсем еннелле туртӑнма тытӑннӑшӑн?!
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ лайӑх вӗренме тытӑннӑшӑн анне те, атте те савӑнаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Хирӗҫсе пурӑннинче мӗнле усӑ пултӑр-ха унта, — мӑкӑртатса илчӗ Яков, шпионпа калаҫма тытӑннӑшӑн ӳкӗнсе.— Какая же тут польза, во вражде? — пробормотал Яков, жалея, что заговорил со шпионом.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӗтмен ҫӗртенех арӑмӗ ҫапла шанми пулса кӗвӗҫме тытӑннӑшӑн питӗ тарӑхнипе Зуля венски тенкеле чӑнах та каялла илес мар-ши тесе те шутларӗ, анчах татӑкла самантра ҫакӑн ҫинчен аса илчӗ: ӗҫне йышӑннӑ чух вӑл Хуркайӑк патӗнче самай пысӑк черккепе, туса пӗтерсен тата пысӑкраххипе ӗҫнӗччӗ…
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Гагин мана хӑйӗн малашнехи ӗмӗчӗсене пӗлтерчӗ; чылай пысӑк пурлӑх тытса тӑраканскер тата никам куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма пултараканскер, вӑл малашне живопиҫпе ӗҫлеме шутлать иккен, анчах ку ӗҫе кая юлса тытӑннӑшӑн, вӑхӑта нумай ирттернӗшӗн пӑшӑрханать; эпӗ те хам мӗн тума шутланине ӑна пӗлтертӗм тата, сӑмах майӑн, телейсӗр юратӑвӑм ҫинчен пытармасӑр каласа патӑм.
III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах унӑн службине кӑтартса ҫырнӑ списокра вара Митькӑшӑн самаях ырӑ мар япаласем курӑнкалаҫҫӗ: унӑн хуҫи вырӑсланнӑ поляк хӗрарӑмне тапӑнса мӑшкӑлланӑшӑн тата вӑрӑ ӗҫӗпе тытӑннӑшӑн икӗ хут судпа айӑпланнӑ, виҫӗ ҫул хушшинче шутласа кӑлармалла мар нумай наказанисемпе взысканисем ҫаклатса тултарма ӗлкернӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавна калатӑп та эпӗ хамӑн халӗ вилнӗ аттеме: «Епле-ха ара, — тетӗп, — ку тӗмескене никам хушмасӑрах, хайхи ӗнтӗ чавалама тытӑннӑшӑн пире атаман пӑсӑркки памӗ-и?» — тетӗп.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Тӗрӗсех вӑл, пӗлессӗр килет пулсан, ҫав сасӑ кӑмӑллӑ та, анчах ҫапах та вӑл чӗре ытла хӑвӑрт тапма тытӑннӑшӑн ҫеҫ кӑмӑллӑ.— Разумеется, если хотите, оно и приятно; только все же потому, что сердце бьется сильнее.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем ҫынсене пӗчӗк кӑлтӑксемшӗнех — алӑра икӗ пӳрне ҫитменшӗн, нервӑсем хавшама тытӑннӑшӑн е ура тупанӗ лаптак пулни палӑрнӑшӑнах авиацирен кӑларса янисене аса илчӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
25. Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн — 26. хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн — 27. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ, 28. акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1