Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарни (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Театр пуҫлӑхне — Иоаким Степанович Максимов-Кошкинокине — сурӑх пуҫӗ ҫитерни те, Эльгеев купӑсҫӑна, — унӑн пӳрнисем тата ҫӑмӑлрах вылямашкӑн, — ҫуллӑ сурӑх хӳри тыттарни те — хаклӑ хӑнасене халӑх йӑлипе хисепленине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ыйтӑва регион шайӗнче тарӑн тишкерсе, кирлӗ пек мерӑсем пӑхса хӑвармалла. Ятарлӑ служба ӗҫченӗсен яваплӑхӗсене те тепӗр хут пӑхса тухсан аван. Тепӗр тесен, ӗҫ хучӗсене йышӑнса, вӗсене ҫирӗплетсе хӑварсан лайӑх. Пӗр сӑмаха каласан, йӗркесене пӑхӑнмасан, саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарни те вырӑнлӑ пулӗ», — тесе палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче регион Ертӳҫи.

Помоги переводом

Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns

Ашшӗпе унӑн хӑнисем тӗрме пурнӑҫӗ, суд, тарни тата явап тыттарни пирки тӑтӑшах калаҫнӑ май, унӑн чарӑнми, виҫесӗр ӗмӗтленӗвне пула, пурнӑҫ уншӑн — пӗтӗмӗшле — тискер тыткӑн евӗр туйӑнать, ӑна паттӑрсем кӑна хӑҫан та пулин аркатаяҫҫӗ-тӗр.

Постоянные разговоры отца и его гостей о жизни тюрьмы, суде, бегствах и наказаниях, в связи с упорной мечтательностью, приучили ее представлять жизнь общим жестоким пленом, разрушить который дано только героям.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӗсене пысӑк вырӑна лартас ӗҫре король хӑй епле тӑвас тени, патша ҫуртӗнчи пӗр-пӗр дамӑна е министра шӑп вӑхӑтра пит меллӗн укҫа тыттарни, е юлашкинчен, пӗтӗм государство интересне сиен туса пӗр-пӗр партие вӑйлатма хӑтланни ытларах палӑрман-и?

Не было ли случаев, когда главную роль в этих назначениях играла прихоть короля или деньги, ловко и во-время предложенные какой-нибудь придворной даме или министру, или, наконец, стремление усилить в ущерб общегосударственным интересам определенную партию?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара вӑл вӗсем патне ҫирӗппӗн, тытӑнарах тӑрса, воин патне воин ҫырнӑ пек ҫырчӗ, вӑл чи паха ҫынсем тӗрмесемпе виселицӑсем ҫинчен тӑшмансене пичӗсенчен сурса вилни ҫинчен, нимӗҫсем умӗнче хӑравҫӑсем епле упаленни ҫинчен, изменниксем вӑрттӑн ӗҫлекенсене епле тӑшмана тыттарни ҫинчен, халӑх епле чӗнмесӗр тӑни ҫинчен ҫырчӗ.

И он писал им строго и сдержанно, как воин воинам, о том, как умирали в застенках и на виселицах лучшие люди, плюя врагу в лицо, как ползали перед немцами трусы, как выдавали, проваливали подполье изменники и как молчал народ.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мачтӑсем ҫирӗп пулни, вӗсене тимӗрпе тыттарни, пӗтӗм хатӗрсем лайӑх пулни, ҫил ытларах вӑйлансан та, карапа ҫак парӑссемпех пыма май парать.

Крепкие мачты корабля, железные поковки на них, хорошее состояние всей оснастки позволяли нести эти паруса даже и при более сильном ветре.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Велоҫӑрапа тыттарни те пулӑшман.

Не помогло даже пристегивание на велозамок.

Пӗр талӑкра виҫӗ велосипед вӑрланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26239.html

Вӗсен шучӗпе, ҫакӑ качакана пахчасенче ашкӑннишӗн явап тыттарни пулчӗ.

Таким образом дети хотели наказать козу за ее походы по чужим огородам.

Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.

Эпӗ ҫиленсех ҫитрӗм те ӑна кӗнеке ҫыракансене мӗнле наградӑсем тыттарни ҫинчен каласа патӑм…

Я разозлился и рассказал ему о наградах сочинителям…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вырӑн ҫинчен сиксе анни, Катьӑна укҫа тыттарни, пике аллине чуптуни — йӑлтах пӗр минутра пулса иртрӗ.

Все это — прыжок с постели, опущенная монета в руку Кати и поцелуй барышниной руки — случилось в одну и ту же минуту.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней