Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мунчаран пӑрӑнса, тӳрех Эрхип патне килне кайма шут тытнӑччӗ Ҫимун, анчах темӗн чарса тӑчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ыттисем хӑҫан тухасса пӗлместӗп те, кум, эпе паянах тухма шут тытнӑччӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Моторист, эстакада ҫинче ӗҫлекен чапрас куҫлӑ арҫын, пӑчка ӗнтӗ хурӑн вулли кӑкне тытнӑччӗ.
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кабаргас малтан пырса фуфайкинчен ярса тытнӑччӗ, Ваҫиле ӑна кӑҫаттипе сулмаклӑн пӗҫ хушшинчен тапрӗ; чекист йынӑшса ячӗ те ыратнӑ вырӑна аллисемпе ярса тытрӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах ҫапах та Вася патне кайма, стройкӑна ӗҫлеме кӗме ҫирӗп шут тытнӑччӗ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл ӗнтӗ алӑк хӑлӑпӗнчен те тытнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра Осокин ӑна тепӗр хут сас пачӗ:
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Павӑл лаша витине ҫитсе алне кӗреҫе ярса тытнӑччӗ кӑна, ун патне таҫтан-муртан, пӗр сисӗнчӗксӗр Кирле пырса тӑчӗ, тутине хыттӑн чаплаттарчӗ.
VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Теплерен пӗрре Анатолий Семенович дачӑна сутса ярас шухӑш тытнӑччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унчченхи пекех хӑмӑр шинельпеччӗ вӑл, сулахай пушӑ ҫаннине пиҫиххи айне хӗстернӗччӗ, сылтӑм аллине чӗн чӑпӑркка тытнӑччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пӗр ҫулхине: «Микихвӗр, сан калавна журналта пичетлесе кӑларсан мана Панков мӗн калать?» — тенӗ чух йӗп-йӗпе тара ӳкнӗччӗ, айӗнчи пуканне икӗ аллипех ҫатӑр! ҫавӑрса тытнӑччӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Мӗн шухӑш тытнӑччӗ эсӗ?
Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Вилсен те вилем, тӑшман аллине чӗрӗлле ҫакланам мар», — тесе Укаслу ун ҫӗҫҫине ярса тытнӑччӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку кӳлле те Кирук пӗлет, ашшӗпе чух кунта килсе пулӑ тытнӑччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Икӗ витре ҫӑрттан пулӑ тытнӑччӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ан кай, атя пирӗнпе выляма, — тесе, асли ман алла тытнӑччӗ.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Тамарӑшӑн тунсӑхланӑ Сима «Работница» журналӑн ҫӗнӗ номерне тытнӑччӗ ҫеҫ, пӳлӗме Лариса кӗрсе тӑчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Каччӑ Марука, карта урлӑ каҫарса яма тесе, пилӗкӗнчен тытнӑччӗ кӑна, пӳрт умне ӗҫрен таврӑнакан Ваҫҫа пырса тӑчӗ.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Малти урисемпе вӑл, чӑнах, хурт вӗлли ҫупӑрласа тытнӑччӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
— Нумай пулмасть хам пӗр ҫемье тытнӑччӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Иккӗшӗ те вӑтам шкул пӗтернӗскерсем, иккӗшӗ те экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытнӑччӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.