Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытмасӑрах (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ывӑлӗ тытмасӑрах утма пуҫлани ӗнтӗ эрне ҫитрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ай, упине тытмасӑрах тирне сӗвесшӗн-ҫке эсӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Ҫапла, Стасик, хуню сан ҫынсене тара тытмасӑрах хӑйшӗн ӗҫлеттерет, вӑрманне сутать, ҫурмалла пайлать.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эсӗ сӗлӗ сутса ӗҫнине эпир тытмасӑрах лайӑх пӗлетпӗр.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл вара тытмасӑрах пӳртре иккӗ утса ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пилӗк ҫӳллӗш вӗрлӗк карта урлӑ Славик алпа тытмасӑрах сиксе каҫрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӳннӗ вутпуҫҫи пек хуп-хура эпӗ, тытмасӑрах хуҫӑлас турат пек черченкӗ, ырханкка…

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Руль тытмасӑрах кайнӑ.

Помоги переводом

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Эпӗ велосипед ҫине лараттӑм та руль тытмасӑрах алла сарса, чӗкеҫ пек «вӗҫеттӗм».

Помоги переводом

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Эпӗ вара ирӗксӗрех, нимӗнле япӑх шут тытмасӑрах, герой пулса тӑтӑм.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Усал шухӑш тытмасӑрах илемлӗ чӗрчуна вӗлернӗрен кулянса салонран тухнӑ та пухӑнма ӗлкӗрнӗ ҫынсен умӗнче: «Ҫул урлӑ каҫма юраман тӗлтен вашкӑнтарса машина айне хӑй лекрӗ», - тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Пилӗк кавалерист ташласа ҫеҫ тӑракан хура лашисемпе, хӑрушлӑха асра тытмасӑрах тӑшман ушкӑнӗнчен уйӑрӑлса ҫӑмӑллӑнах малалла чуптарчӗҫ.

Тогда пятеро кавалеристов на вороных танцующих конях, играя опасностью, отделились от неприятеля и легкой рысью понеслись вперед.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Манӑн кучер табак коробкине типтерлӗн кӗсъене чиксе хучӗ, шӗлепкине, аллисемпе тытмасӑрах, пуҫне силленипех куҫ харши ҫине антарса лартрӗ те, шухӑша кайса, ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ.

Кучер мой бережно вложил тавлинку в карман, надвинул шляпу себе на брови, без помощи рук, одним движением головы, и задумчиво полез на облучок.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Вӑл ҫӑмӑллӑн, карлӑксенчен тытмасӑрах, трап тӑрӑх хӑпарать, ун хыҫҫӑн, ҫинҫе те вӑрӑм урисене тӑхӑнса янӑ пысӑк пушмакӗсемпе таплаттарса, хӗрачасем улӑхаҫҫӗ.

Он лихо, не держась за поручни, поднимается по трапу, а следом, топоча большими ботинками на тонких, голенастых ногах, карабкаются девочки.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл никампа пӗрле ответ тытмасӑрах ҫӑлӑнӑҫ тупасшӑн.

И тут он ни с кем не хотел разделять ответственность.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халӗ ӗнте йывӑҫ эпӗ тытмасӑрах тӑрать.

Ствол теперь держался без моей поддержки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Батарея командирӗ вӑл пуҫ тайнине хирӗҫ пӗр хавассӑр ответлерӗ те, ал тытмасӑрах, ӑна ларма сӗнчӗ.

Батарейный командир сухо ответил на поклон и, не подавая руки, пригласил его садиться.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Мӗнле апла эпӗ чӗлпӗре пуҫтарса тытмасӑрах чуптарма пуҫланӑ-ха?

И как это я поехал, не подобрав поводья?»

ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Тетесем ҫын тытмасӑрах ҫӳренине куртӑм та, мана алӑран яма хушрӑм.

Но я видел, что братьев не держали, и просил, чтобы меня пустили.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Комков тӑчӗ те, ал тытмасӑрах, сывпуллашрӗ.

Комков встал и откланялся, не подав руки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней