Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытиччен (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хире ҫул тытиччен каччӑ правлени ҫуртне кӗчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл летчик пулать, вӑл вӗҫет, Виктор вара хӑйне ӗнсинчен ярса тытиччен, лайӑх кӑна силличчен, этеме ҫӳреме пӳрнӗ пек ҫӳрекен тӑвиччен ҫӗр ҫийӗн упаленет!

Помоги переводом

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑвӑртрах Шупашкара ҫитмелле, анчах унта ҫул тытиччен

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Атӑ кунчинчен хут кӑларса алла кӑранташ тытиччен эпӗ кунта нумайччен хускалмасӑр лартӑм.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Ҫавна шута илмелле-мӗн алла ручка тытиччен.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

«И-и-и, ҫапла харампыр йытӑ тытиччен пирӗн пек тертлӗ ҫынсене кӑштах пулӑшасчӗ те ҫав, — мӑкӑртатса илнӗччӗ Атей йытӑсем ытла хамлатнипе тарӑхса.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килелле ҫул тытиччен малтан, тавра ҫул пулсан та Иванов тӑпри ҫине кайса курас терӗм…

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирӗке тухрӑм пулсан эп ыйткалакан хутаҫҫине тытиччен малтан алла хӗҫ тытатӑп, ҫав Салтыковсене, Лупинсене аркатма тытӑнатӑп.

Помоги переводом

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫил пек саланӑр тытиччен.

Помоги переводом

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кун пек ӗҫ шала каяссине пӗлсе Ахтупай ӑна алла кӳсек тытиччен хӑваласа ҫитрӗ те пӗр-икӗ хут хыттӑн тапса ыткӑнтарса ячӗ.

Помоги переводом

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Малалла ҫул тытиччен тӑваттӑшӗ те йывӑҫ тымарӗсем сухаласа-чавса пӗтернӗ ҫыран хӗрринчи ҫемҫе ҫерем ҫинче чарӑнчӗҫ.

Все четверо, перед тем как тронуться дальше, остановились на зыбком дерне изрытого корнями обрыва.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Эмиль сарай алӑкне ашшӗ пырса тытиччен пӗр самант маларах хупса ӗлкӗрчӗ те шалтан ҫекӗлпе ҫаклатрӗ.

Он влетел в него, на секунду опередив своего папу, и заперся на засов.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ярса тытиччен тар, Милош…

Пока не поймали, Милош, беги!

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн терраса ҫине кӗрсен, — ман ҫине тӗттӗмрех кӑвак куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса илнӗ Варенькӑсӑр, Дмитрий йӑмӑкӗсӗр пуҫне, — кашни хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне тытиччен мана темиҫе сӑмах каларӗ, Варенька вара, кирлӗ страницӑна пӳрнипе тытса, чӗркуҫҫи ҫине хунӑ кӗнекине сасӑпа вулама пуҫларӗ.

Когда я вслед за ними вошел на террасу — исключая Вареньки, сестры Дмитрия, которая только внимательно посмотрела на меня своими большими темно-серыми глазами, — каждая из дам сказала мне несколько слов, прежде чем они снова взяли каждая свою работу, а Варенька вслух начала читать книгу, которую она держала у себя на коленях, заложив пальцем.

XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн хусканӑвӗсем вӑл пӳлӗм патне ҫывхарнӑҫемӗн пӑшӑрханӑвӗ ӳссе пынине палӑртрӗҫ; диванлӑ пӳлӗме кӗрсен, вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, сывлӑшне аран ҫавӑркаларӗ те хупӑ алӑкӑн питӗркӗҫне тытиччен сӑхсӑхса илчӗ.

Чем ближе подходил он к этой комнате, тем более, по всем телодвижениям, было заметно его беспокойство: войдя в диванную, он шел на цыпочках, едва переводил дыхание и перекрестился, прежде чем решился взяться за замок затворенной двери.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хӑвӑртрах пакунсене ҫыпӑҫтарса ларт — хамӑра кам та пулин килсе тытиччен.

— Надевай поскорей погоны, покуда нас не засыпали.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

Ҫавӑнпа та паянтан пуҫласа тетрадь тытиччен кирек хӑҫан та аллусене ҫӑватӑн, кайран вара ҫырма ларатӑн.

Поэтому с сегодняшнего дня ты всегда будешь мыть руки перед тем, как садиться за тетради, и все делать сразу начисто.

Кэргыль патӗнче хӑнара // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Анчах эсӗ эпӗ тата тытиччен тӑхта вара.

Только подожди, пока я еще наловлю.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Парторг радиоприемник ҫумне вырнаҫрӗ, Мускавӑн хумханса тӑракан сассине тытиччен нумай аппаланса ларчӗ: диктор Сталин докладне вулать.

Парторг пристроился возле радиоприемника и долго возился с ним, пока среди шумов разволнованного мира не поймал голос Москвы: диктор читал доклад Сталина.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кунтах эсир хура ӳтлӗ Плутона та тӗл пулма пултаратӑр: вӑл халь кучер ӗҫне кӑна туса тӑрать, каретӑн ларчӑкӗ ҫине хӑпарса ларса, алла тилкепе тытиччен вӑл сайра хутра кӑна лаша ҫине пӑхмашкӑн кӑмӑл тӑвать.

Здесь же вы можете встретить и чернокожего Плуто, который теперь исполняет только обязанности кучера и редко когда соблаговолит посмотреть на лошадь, раньше чем взберется на козлы кареты и возьмет в руки вожжи.

C сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней