Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытаймарӑмӑр (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Магазин ҫаратакан вӑрӑсене эпир, вӗсене преступлени тунӑ ҫӗртех тытаймарӑмӑр пулсан, е йытӑсемпе, е ытти нумай майсемпе йӗрлетпӗр.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эх, чи кирлӗ ҫыннине тытаймарӑмӑр.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Хӳри кӗске — тытаймарӑмӑр.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑт теприне тытаймарӑмӑр

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун чухне хӑваларӑмӑр — тытаймарӑмӑр.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эх, апӑршана чӗрӗлле тытаймарӑмӑр!

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр сӑмахпа каласан выртрӑмӑр-выртрӑмӑр, никама та тытаймарӑмӑр.

Помоги переводом

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн умра намӑс: ик ывӑл ӳсеҫҫӗ — шур пӳрт туса лартаймарӑмӑр, укҫа тавраш ҫителӗклӗ тытаймарӑмӑр.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Карап енчен енне силленет, эпир сӑмах вӗҫне тытаймарӑмӑр.

Судно сильно бросало, и конец фразы мы потеряли.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Тата ӳлӗмрен эпӗ сиртен, пане капитан, ҫавӑн пек ответсем илтем мар… ҫынни халь те мӗкӗртет, а эсӗр — ҫав пӗр ҫынна та тытаймарӑмӑр, тенӗ пеккисене.

— И чтобы я больше не слыхал от вас, пане капитане, таких ответов… вроде того, что вы не могли справиться с одним человеком, который все-таки воет до сих пор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Каларӑм-ха сире, эпир Сайласпа иксӗмӗр, Томпа Сид ҫав вӑрӑсене кунӗн-ҫӗрӗн сыхларӑмӑр, анчах тытаймарӑмӑр.

И ведь мы с Сайласом и Том с Сидом день и ночь за ними следили, я вам уже говорила, да так ничего и не выследили.

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

5. Симон Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин, тенӗ.

5. Симон сказал Ему в ответ: Наставник! мы трудились всю ночь и ничего не поймали, но по слову Твоему закину сеть.

Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней