Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туятӑн (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ултӑ крючник ещӗке Ахметӑн подушки ҫине хуллен илсе хучӗҫ те: — Ну, мӗнле туятӑн, Ахмет? — терӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑнран-питрен тӗсесен те вӑйӗ вӗресе тӑнине туятӑн.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ҫаксене курсан, ирӗксӗрех кунта пурнӑҫ ырлӑхӗсемпе иртӗхмен сӑпайлӑ совет ҫынни пурӑннине туятӑн.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Сасӑпа янранине мар, хӑлхапа мар — чунпа, чун сисӗмӗпе илтетӗн, туятӑн

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сиввӗн ыйтать-ха тата, вара хӑвна темле ирсӗр ӗҫ тунӑ ҫын пек туятӑн: «Эп ӑнсӑртран вӑрӑ мар-и, плагиат мар-и?»

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑннипех те ҫак тӗллевсемпе пурӑнатӑн пулсан, эсӗ хӑвна чӑннипех те телейлӗ туятӑн.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хула икҫӗр-виҫҫӗр утӑмра ҫеҫ пулин те, унтан темшӗн пӗр сас-чӗв те килмест, таврара кас-кас ытла та шӑп пулса каять, ҫав шӑплӑх, ҫывӑрттаракан эмел ӗҫнӗ хыҫҫӑнхи пекех, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пуҫа ҫавӑрса ярать, вара чипер ларнӑ ҫӗртех хӑвна таҫталла юхса кайнӑ пек туятӑн.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Сӑн-пичӗ ҫине пӑхсан, ку ҫамрӑк ҫын нихҫан та ҫӑмӑлттайла шухӑшлама пултарайманнине тӳрех туятӑн.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ну, йӗкӗт, мӗнле туятӑн хӑвна? — палатӑна илсе пырса вырттарсан Андрей умне ларчӗ тухтӑр.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, Таиҫ аппа, мӗнлерех туятӑн хӑвна?

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Хӑвна йывӑр туятӑн пулсан, халех лаша кӳлсе килме яратӑп! — сӑмах хушрӗ Михха та.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр сехет ҫӳре те выҫса каятӑн, кӑмака патӗнчен пӑрӑн та шӑннине туятӑн, — терӗ Петӗр.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Пуҫ мими типсе ҫуркаланса пӗтнӗ евӗрлӗ туятӑн вара хӑвна ху.

Кажется, мозг в такие минуты разлетается на куски.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ун пек ан шутла, юратакан ҫынпа яланах ҫапла пулать: малтан эсӗ ӑна хӑвӑнтан чаплӑ ҫын тесе шутлатӑн, кайран, хӑнӑхатӑн та, хӑвӑнпа пӗр танах туятӑн.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун ҫине тимлерех пӑхсан совет тапхӑрӗнчи аякри ял ҫыннисен хӑватне туятӑн

Помоги переводом

Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html

Ҫак виҫӗ ҫаврӑмлӑ кӗнекене алла тытсан хӑвна тӳрех авалхи тӗнче сывлӑшӗпе сывлама пуҫланӑ пек туятӑн.

Помоги переводом

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Эс ӑна ху та туятӑн: консерваторинче вӗренесшӗн, университет та пуҫран тухман пулӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунта хӑвна ҫурт умӗнче кӗпӗрленсе пухӑннӑ ҫут ҫанталӑка пуҫӗпех путнӑн туятӑн.

Здесь чувствуешь себя погруженным в столпившуюся у дома природу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Уҫҫӑнах йышӑнатӑп: эпӗ те кӑмӑллах марччӗ, ара, хӑть мӗн калӑр та, — ют ҫынсем ҫук чухне хӑвна лӑпкӑрах туятӑн.

Не очень был доволен, откровенно сказать, и я, потому что, как-никак, чувствуешь себя спокойнее, если нет посторонних.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней