Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухмасан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳслӗкӗ тухмасан та, аллине ҫӑварӗ умне тытса, ӳсӗркелесе илчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тухмасан, хӑраса ӳкнӗ, тейӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрне хушшинче санӑн Лоттӑна эпӗ, Федор Юманович, автан чӑхха мӗнле таптать, ҫавнашкал парӑнтарсан эсӗ ӑна качча илетӗн; енчен те манӑн ӗҫ тухмасан эпӗ сана хамӑн машинӑна паратӑп.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

— Ӗҫне больницӑран хут пур ҫӗртех тухмасан та пыратчӗ-и, — терӗ вӑл ҫапах та лӑпкӑн.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Енчен те территорипе пӳлӗмсене тирпейлесси ҫыннан тивӗҫӗ мар пулсан, вӑл субботнике тухмасан та пултарать.

Помоги переводом

Тавралӑха тирпейлес тесен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60950

Ыран татах кӑларса яратӑп, правление ҫитетӗп, унта ӗҫ тухмасан района каятӑп.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пӑшалпа хӑратсассӑн та тухмасан!» — хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ Савантер.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тем инкек сиксе тухмасан юрӗччӗ тата».

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паян ӳплерен пачах тухмасан та юрамалла, — амӑшӗн шухӑшӗпе килӗшсе калаҫрӗ Кирук.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл суя тата тӳрре тухмасан та пултарать.

Она может быть ложной и неоправданной.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Иван тухмасан, эпӗ те тухмастӑп, мана нумай кирлӗ-им? — илтӗнчӗ сасӑ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пухура ӗҫ тухмасан, хут ҫыратӑп!

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пек пуян ҫын ачине качча тухмасан, Анук ӗмӗрлӗхех телейсӗр пулассӑн туйӑнчӗ ана.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чулхулана ҫитмелле, унта ӗҫ тухмасан Мускава, патша патне ҫитмелле, — вӗрентрӗ чи асли, Туринке аслашшӗ Эптельмен.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юр хӳнӗ, ҫулсем пӑрлак чухне автомобилистсен машинӑсемпе ҫула тухмасан та юрать.

Помоги переводом

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

— Вӗсем вӑрҫӑпа тухмасан хамӑр тӗллӗн каятпӑр, — терӗ Сафа-Гирей.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан утлӑ ҫарне илсе тухмасан та мӗн чухлӗ юлан ут пулать Сафа-Гирейӗн!

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ҫырма тӗпӗнче, нӳрӗ ҫӗрте ларакан йӑмра тавра ҫӗр купаласа тымарӗсене пытартӑмӑр, урӑх нимӗнле инкек те килсе тухмасан чӗрӗлет, вӑй илетех вӑл.

Помоги переводом

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Тухмасан, кӑларса ывӑтатӑп!

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр-пӗр пӑтӑрмах сиксе тухмасан, тен, хӗлле тепре килсе ҫаврӑнӑп.

Если все будет благополучно, может, зимой я еще раз к вам приеду.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней