Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухаймасть (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитӗнсен те, амӑш аллинчен тухаймасть ача.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, хӑй пӗлтернипе, пӗр уйӑх иртмесӗр те ӗҫе тухаймасть.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах та ку ман пӗр тӑруках пулса тухаймасть.

Но я совсем не уверен, что у меня это получится.

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах ниепле те ун ҫине тухаймасть.

Помоги переводом

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халь, юн йӗркеллӗ ҫӳрейменнипе сулахай ури те ыратма пуҫланипе, урама ҫын пулӑшӑвӗсӗр тухаймасть, пӳртре кӳмепе ҫӳрет.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Килӗнчен тухаймасть.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Аркаш апат ҫиме те киле кӗрсе тухаймасть, йывӑр ӑна», — текелет.

Помоги переводом

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Вӗсем сехет пӑхмасӑр, сулӑна-сулӑна, тирӗне-тирӗне кайичченех ӗҫлесен те колхозран чуна ӳтре усрамалӑх тырӑсӑр (вӑл та пулин ытларах чухне юлнӑ юлашки арпалли) пуҫне нимӗнех те тивӗҫеймеҫҫӗ (пур чухне те алла хурлӑх пулсан пыра мӑнтӑр пулать тени тӳрре тухаймасть ҫав): пӗтӗм пысӑк пахалӑхлӑ тыр-пула, пахча ҫимӗҫӗсене, аш-какая, сӗт-ҫӑмартана, ҫӑмне-тирне патшалӑха ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ, ав, канава кӗрсе ларчӗ, шеремет, тухаймасть.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗри авӑрса тухайнӑ шӑтӑкран тепри тухаймасть.

Помоги переводом

Шӑтӑрнак // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/234

— Анук та качча тухаймасть!

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чупмасӑр, вӗсене ял ҫыннисем, уйрӑмах ваттисем, хытӑ асӑрхаттарнӑ: кам качаки йывӑҫа кӑшлать, ҫавӑ текех улӑха тухаймасть.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вутӑшпи пек пике асӑмран тухаймасть Кӑварланнӑ чӗре канӑҫне тупаймасть!

Помоги переводом

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

«Тухаймасть… кӑлармаҫҫӗ…»

— Да никогда, господь с тобой… не выпустят…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Кунтан тухаймасть вӑл, Ахтупай! — пӑшӑлтатрӗ Северьян.

Помоги переводом

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл Крымӑн ҫурҫӗр пайӗнчен (Перекопран) тухаймасть, ӑна унта Мухаммед-Гирейӗн ывӑлӗ Ислам-Гирей хӑйӗн ҫыннисемпе ниҫта кӑлармасӑр сыхласа тӑрать.

Помоги переводом

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урама та туясӑр тухаймасть те… — хӑраса ӳкрӗ Паймук карчӑкӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӗсен шалти пайӗ шӑвӑнчӑклӑ, ҫавна май унта ӳкнӗ кӑпшанкӑ тухаймасть, путать те апат сӗткенӗнче ирӗлет.

Внутри они скользкие, поэтому жертва не может выбраться, тонет и растворяется в пищеварительном соке.

Борнеора ҫӗр айӗнче апат шыракан ҫӑткӑн ӳсентӑрана тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32234.html

Хӑйне ни унталла, ни кунталла тыткаланипех, ҫапла иккӗлле шухӑшланипех Элкей Микули нихӑш ҫырана та пырса тухаймасть: халӑх енне те татӑклӑнах куҫаймасть, пуянсем хушшинче хӑйне кирлӗ пек, вырӑнта ларнӑ пек туймасть.

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней