Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан пӑвӑнса тухакан сасӑпа: — Усал-синкер, тух! тух! Ҫак килйыша ырӑ кун пар, пархатар кӳр, аслӑ Пихампарӑн сӑвапӗ ҫиттӗрех мӗскӗнсене! — тесе, ҫатмари шыва шӑпӑрӗ ҫине сапать, шӑпӑрӗнчен тӗрлӗ еннелле шывне сирпӗтет, кайран Шерпике, ҫав шӑпӑра чӑмӑртаса тытса, кӑмака картлашкинчен шӑрпӑк илет те ҫара пуҫӑн, ҫарран пӳртрен пӑлтӑралла тухса каять — Шерккей хуҫам, ут ман йӗрпе, — хушать вӑл ҫак ӗҫ пӗтессе кӗте-кӗте аптранӑ Шерккее, хӑй вара — лара-тӑра пӗлмен хӗрача тейӗн — хапха патнелле вирхӗнет.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
3. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, куҫса кайма хатӗрлен, мӗн кирлине ил, кун ҫутинче, вӗсен куҫӗ умӗнче куҫса тух, вӗсен куҫӗ умӗнче хӑвӑн вырӑнунтан тепӗр вырӑна куҫ; вӗсем — пӑлханакан халӑх пулин те — тен, ӑнланса илӗҫ; 4. япалусене те, куҫса кайнӑ чухне кирлӗ япаласене, кӑнтӑрла, вӗсен куҫӗ умӗнче илсе тухса хур, ху вара — куҫса каймашкӑн тухнӑ пек — каҫпа, вӗсен куҫӗ умӗнче тух.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тома пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тӑватӑп терӗм те кимӗ ҫине ларса кайрӑм, Джима, тухтӑр курӑнсанах, вӑрмана пытанма хушрӑм, тухтӑр каялла каймасӑр унтан ан тух терӗм.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫакна кӑна пӗлтер: пӗтӗмпе уҫнӑ, те; жандармсем чиркӳри кашни алӑк патӗнче те тухасса кӗтсе тӑраҫҫӗ, те; мӗнле ҫӑлӑнма пултаран, ҫавӑн пӗк хӑтӑлса тух, те, — пӗлтерчӗ тухтӑр, унтан салхуллӑн ҫапла хушса хучӗ:
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
18. Тата тепӗр ангел тухрӗ, вӑл, вут-ҫулӑма хӑй ирӗкӗнче тытса тӑраканскер, парне вырӑнӗ патӗнчен тухрӗ те ҫивчӗ ҫурла тытса тӑраканнине хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: ҫивчӗ ҫурлуна яр та ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсене касса тух — ун ҫинчи ҫырла пиҫсе ҫитнӗ, терӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара вӑл, чее мел тупса, Авимелех патне элчӗсем ярать, вӗсене ҫапла калама хушать: акӑ Гаал, Евед ывӑлӗ, тата унӑн тӑванӗсем Сихеме килчӗҫ, акӑ халӑха сана хирӗҫ пӑлхатаҫҫӗ; 32. эсӗ ӗнтӗ хӑвӑн халӑхупа пӗрле ҫӗрле тӑрса тух та хирте пытанса лар; 33. ирхине вара, ир-ирех тӑрса, хӗвел тухнӑ чухнех, хулана тапӑн; вӑл хӑйӗн халӑхӗпе сана хирӗҫ тухӗ, эсӗ вара аллу мӗн тӑваять, вӗсене ҫавна кӑтарт тейӗр, тет.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те кӗлӗ чатӑрне, ун ӑшӗнче мӗн пуррине пурне те сӗрсе тух, ӑна та, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӑл сӑваплӑ пулӗ; 10. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне сӗрсе тух, парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ; 11. ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Тух… тух… — тинех кӑмӑллӑн, ӑшшӑн каласа хучӗ мучи.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Илсе тух, илсе тух.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тухас пулсан, халех тух!
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тух, тух, сана чӗнеҫҫӗ, — терӗҫ ӑна Ленӑпа Галя харӑссӑн.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Илсе тух, илсе тух…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вилес умӗн темиҫе сӑмах ҫеҫ калама ӗлкӗрчӗ: «Манӑн Алимпи патне кӗрсе тух», — терӗ те, вара урӑх унӑн сывлӑшӗ тухмарӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Эсӗ халӑх хушшине укҫа пухма тухнӑ чух хӑвпа пӗрле укҫа чиксе тух.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Кӗрсе тух, кӗрсе тух.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каникула каяс умӗн кӗрсе тух, пӗр-пӗр кучченеҫ парса ярӑп, — терӗ те Миша, шӑллӗпе, Зинаида Степановнӑпа сывпуллашса, тухса кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Эпир ку стадиона юсаса ҫӗнетессе тем пекех кӗтрӗмӗр, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Хулигансенчен сыхланса ҫитерейместпӗр — хӑть камера вырнаҫтарса тух. Шупашкарти «Олимпийский» стадионти пек мӗнпе те пулин сӗрсе тухмалла мар-ши тесе те аптӑранӑ енне пуҫ вататпӑр. Питех те варалакан, ҫумӑрпа хӗвеле парӑнман, анчах сиенсӗр тата усал шӑршӑсӑр солидол е литол пирки шухӑшлатпӑр», — тенӗ физкультура учителӗ Михаил Ананьев.
Стадиона солидолпа сӗрсе тухасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31895.html
— Вагонран никам та тухма ан пултартӑр тесе, караул тӑратса тух.— Поставь караульных, чтобы никто из вагонов не выходил под страхом смерти.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тухрӑм та кӑшкӑратӑп: «Ривас! Тух!»
Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кам та пулин халӗ: «Халех ҫапӑҫӑва кай, вилӗме хирӗҫ тух, каях, Ленька!», тесе калас пулсан, Ленька халех хӑйне хушнӑ ҫӗре нимӗн сӑмахсӑр тухса кайӗччӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.