Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутӑрсене (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Салтаксем тутӑрсене типтерлӗн кӗсйисене чикрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Вара декана посолпа килнӗ ҫынсене юнашар палаткӑна леҫме, куҫӗ ҫинчи тутӑрсене салтма, вӗсене апатлантарма хушрӗ.

И, обращаясь к декану и солдатам, приведшим пятерых римлян, сказал: — Этих отведите в соседнюю палатку, снимите повязки с глаз и приготовьте им чем подкрепиться.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вичкӗн ҫил тутӑрсене, калпаксене лӑскать, ҫухависем хушшине кӗрсе каять.

Резкий ветер трепал платки и шапки, забирался под воротники.

27 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Юмансем тӗтрене хӑйсен хӗрлӗ те тимӗр пек янӑраса тӑракан турачӗсемпе кӗтӳҫсен вараланчӑк буркине ҫӗклесе пынӑ пек, кизилпе катӑркаҫ тӗмӗсем — тутӑрсене вӗлкӗштернӗ пек йӑтса пыраҫҫӗ.

Дубки несли его на своих рыжих, металлических, звонких кронах, как грязные пастушьи бурки, а кусты кизила и боярышника — как платки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Василий Дуняшкӑна часах хӑнӑхрӗ, вӑл тӗрленӗ енчӗксемпе тутӑрсене чиксе ҫӳрерӗ.

Василий уже привык к Дуняшке, носил вышитые ее руками кисеты и платки.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсир ӑна тутӑрсене сӗретӗр, наркӑмӑшлах мар пуль-ха вӑл, ман хырӑмах пӑсмӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ҫитӗ ӗнтӗ ҫитӗ, каҫа валли хӑварӑр тутӑрсене, — татрӗ савӑшу хӗмне Кирюк.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл, кашни магазин умӗнчех чарӑнса, чӳречесем ҫине кӑларса хунӑ пиҫиххисемпе тутӑрсене, хӑлха алкисемпе пӳрнеллӗ алсасене тата ытти вак-тӗвеке сӑнаса, йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа, каялла пӑхкаласа пычӗ.

Она останавливалась перед каждым магазином и заглядывалась на выставленные в окнах кушаки, косынки, серьги, перчатки и другие безделушки, беспрестанно вертелась, глазела во все стороны и оглядывалась назад.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Хайхискер, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитрӗм те питӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: «Гражданкӑсем, тетӗп, — тутӑрсене салтӑр тархасшӑн», — тетӗп.

Помоги переводом

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Пурте кӑшкӑрашса та кулса-ахӑлтатса ҫӗкленчӗҫ; дамӑсем хӑйсен шлепкисемпе сунчӑкӗсене шыраса тупрӗҫ те перчеткисене тӑхӑнса ячӗҫ; Тальман, бронхитпа асапланаканскер, ӑшӑ тутӑрсене мантарса ан хӑварччӑр тесе, янӑрашрӗ пӗтӗм пӳлӗме; хаваслӑ тӗркешӳ хускалчӗ.

Все поднялись с восклицаниями и со смехом; дамы разыскивали свои шляпы и зонтики и надевали перчатки; Тальман, страдавший бронхитом, кричал на всю комнату о том, чтобы не забыли теплых платков; поднялась оживленная суматоха.

XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Эй тата, мӗн тутӑрсене тӑсатӑр?

— Эй, вы, чего раскисли?

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аннене кала, манӑн юбкӑсемпе ҫӑм тутӑрсене тата кофтӑсене йӑмӑкӑма патӑр.

Мамане прикажи, чтобы юбки мои, и шальки, и кофточки отдала сеструшке.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑтӑклӑ пысӑк тутӑрсене, пушмак евӗр капӑрлатса ҫыхнӑ нускисене вара час-часах юлташсемпе тӑвансене парнелетӗп.

Помоги переводом

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

18-22. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.

18. в тот день отнимет Господь красивые цепочки на ногах и звездочки, и луночки, 19. серьги, и ожерелья, и опахала, увясла и запястья, и пояса, и сосудцы с духами, и привески волшебные, 20. перстни и кольца в носу, 21. верхнюю одежду и нижнюю, и платки, и кошельки, 22. светлые тонкие епанчи и повязки, и покрывала.

Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней