Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутлӑскер (тĕпĕ: тутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ӑна тата манран ҫак кӑнтӑр ҫилӗ, тӳлек те ачашскер, мунча ӑшши пек тутлӑскер, аяккалла пӑштӑн-пӑштӑн та вӑшшӑн-вӑшшӑн вӑшкӑртса, хӳтерсе янӑ?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрлӑх мӑйӑр, сап-сарӑ та тутлӑскер, куҫа илӗртетех ӗнтӗ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл ӗне какайӗнчен, мӑлатукпа ҫапса ҫемҫетнӗ пӑру какайӗнчен ҫимӗҫсем турӗ, селедка салачӗ, панулмипе пӗҫернӗ вӗт кукӑльсем, тӗтӗмленӗ угорь, пӑшӑхласа пӗҫернӗ пахча-ҫимӗҫ, тӑпӑрчран тунӑ пысӑк кукӑль тата темле кукӑль, вӑл та тутлӑскер, хатӗрлерӗ.

А ещё она приготовила грудинку, и телячьи отбивные, и селёдочный салат, и маринованную селёдку, и пирожки с яблоками, и копчёного угря, и тушёные овощи, и два огромных сырных пирога, и ещё другой пирог, тоже вкусный.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Эх, ҫӗрулми, ытарайми тутлӑскер

«Ах, картошка, объяденье!»

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ил, Верка, ҫи, тутлӑскер ку.

— Возьми, съешь, Верка, это сладкое.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Турилкке ҫине тин каткаран кӑларнӑ арбуза ҫӳхен-ҫӳхен касса хунӑ, — сивӗ те тутлӑскер, шӑла шантараканскер.

На тарелке небольшими ломтиками был порезан арбуз, только что вынутый из кадушки, — малосольный, холодный и сладковато-терпкий.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней