Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тус сăмах пирĕн базăра пур.
тус (тĕпĕ: тус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине, ҫав мур илесшӗ, яланах усӑ курасшӑн ҫеҫ пӑхас йӑла, иккӗмӗш шухӑш, ан пултӑр тесе ӗҫер, ачсемӗр, тус тени чӑн-чӑн тус пултӑр, хӑйӗн тусӗнчен хӑраса ан тӑтӑр.

 — Выпьем, ребята, чтобы в человеческих отношениях не было постоянного расчета, второй мысли, чтобы друг был другом по-настоящему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Енчен тус хӑйӗн тусне куҫ умӗнче чух ҫеҫ аса илсен, тусӗ ҫула тухса кайсанах ун ҫинчен манас пулсан, лешӗ ӳлӗмрен каялла мӗнле таврӑнма пултарнӑ пулӗччӗ-ши?

Что если бы друг вспоминал о друге лишь тогда, когда видит его, и забывал о нем, как только друг ушел в дорогу, то как бы он мог когда-нибудь вернуться назад?

XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ калӑп ӑна: Хисеплӗ ырӑ патша, Калап чӑннине сана эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе, Тусӑмсем манӑн тӑваттӑн пулнӑ: Пӗрийӗ вӗсенчен — хура тӗттӗм ҫӗр, Иккӗмӗшӗ, тусӑмҫӑм — ҫивчӗ хурҫӑ хӗҫ, Виҫҫӗмӗшӗ, тусӑм ман — ырӑ утӑмҫӑм, Тӑваттӑмӗшӗ — карӑнтарнӑ ухӑ тус, Вӗшлесемех те манӑн — хӗртнӗ сӑнӑсем.

Я скажу тебе, надежа православный царь, Всеё правду скажу тебе, всю истину, Что товарищей у меня было четверо: Еще первый мой товарищ темная ночь, А второй мой товарищ булатный нож, А как третий-то товарищ, то мой добрый конь, А четвертый мой товарищ, то тугой лук, Что рассыльщики мои, то калены стрелы.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ.

17. И написал и послал ему письмо в таких словах: 18. «Царь Александр брату Ионафану - радоваться. 19. Услышали мы о тебе, что ты - муж, крепкий силою и достойный быть нашим другом. 20. Итак мы поставляем тебя ныне первосвященником народа твоего; и ты будешь именоваться другом царя, и будешь держать нашу сторону и хранить дружбу с нами».

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тусӗ савӑнӑҫлӑ чухне тепӗр тус савӑнса тӑрать, тусӗ хурлӑха юлсассӑн вара ӑна тӳртӗн тӑрать.

4. Приятель радуется при веселии друга, а во время скорби его будет против него.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ – чи лайӑххи тӑватӑ тус та ахаль туссем пур.

Раз, два, три, четыре… Четыре лучших друга и другие просто друзья-друзья.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Михапар ун патне Микулайӗ ӑна пӗрмай тус та тус тесе ҫӳресен те вунӑ ҫулта та пӗрре каяс ҫук.

Михабар бы за все десять лет ни разу не заглянул в дом к Мигулаю, если бы не настойчивость Укки.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗ вара уншӑн тусран та тус: эпӗр пӗрле ӳснӗ.

а она для него из всех друзей друг — вместе росли с малых лет.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никам та хирӗҫ сас памасть, Тӑван та тус, тӑван та, тус та унӑн ҫук.

Помоги переводом

Куккук // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Ял ҫумӗнче Туспа тус ӑшшӑн сыв пуллашрӗҫ.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫывӑх ҫынсен тусӗсем пулӑшу ыйтсан ан хирӗҫлӗр – сахал паллакан ҫынна пулӑшса тус тупатӑр.

Если в это время друзья ваших близких попросят вас о помощи, не отказывайте - сделав что-то хорошее малознакомому вам человеку, вы обретете в его лице верного друга.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тытӑнчӑклӑ та кӑнттаммӑн калаҫнӑран, пурин ҫине те йӗрӗнсе пӑхнӑран, ыттисен хуйхи-инкекӗшӗн савӑнӑҫне пытарманран унпа туслашакан ҫукпа пӗрех; унӑн пӗр тус та ҫук; вӑхӑтлах юлташӗсем, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗри тусӗсем укҫа енчӗкӗ мӗнле пушанать — ҫав самантрах унран сивӗнеҫҫӗ.

Отрывистая, грубая речь, презрительное выражение лица и нескрываемое злорадство при виде чужих печалей не особенно располагали дружить с ним; друзей у него не было; а временные приятели, сподвижники кутежей, охладевали к обществу Пьера равномерно с отощанием его кошелька.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ӗлӗкхи тус виҫ ҫӗне тусран та паха, теҫҫӗ…

Говорят, старый друг лучше новых двух…

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

«Ӑна шанас пулать. Тепӗр хут калатӑп: вӑл тус, ӑна пирӗн туссем янӑ. Санӑн аслаҫу».

«Доверься ему. Повторяю, он друг и послан друзьями. Твой дед».

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Ну, тусӑм, эсӗ ҫак патшан керменне юл, эпир вара — виҫӗ тус — патша хӗрӗ Гуландаз пурӑнакан хулана кайӑпӑр.

— Ну, друг, ты останешься жить во дворце этого царя, а мы — трое друзей — уедем в тот город, где живет царевна Гуландаз.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Мӗншӗн хӗр чух хӗрӗх тус, каччӑ чух аллӑ тус, теҫҫӗ.

Почему говорят, что у девушки сорок друзей, а у замужней пятьдесят.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пирӗн парторг час-часах ҫапла калать: «Кӑлтӑксӑр тус шыракан ҫын, туссӑр тӑрса юлать», тет.

Как часто говорит наш парторг: «Кто ищет друга без изъяна, совсем останется без друга».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

 — Мана хӑвӑн тусу тесе шутлатӑн пулсан — саншӑн эпӗ шанчӑклӑ, усӑллӑ тус… —

 — Если только хочешь во мне друга иметь. А друг я тебе надежный, полезный… —

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ.

То вижу, он стоит вместо меня на вахте, после того как отстоял свою, и не будит меня, чтобы я выспался; то вижу, как он радуется, когда я вернулся на плот во время тумана или когда я опять повстречался с ним на болоте, там, где была кровная вражда; и как он всегда называл меня «голубчиком» и «сынком», и баловал меня, и делал для меня все что мог, и какой он всегда был добрый; а под конец мне вспомнилось, как я спасал его — рассказывал всем, что у нас на плоту оспа, и как он был за это мне благодарен и говорил, что лучше меня у него нет друга на свете и что теперь я один у него остался друг.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Эпӗ сирӗн аҫӑрӑн тусӗ пулнӑ, — терӗ вӑл, — сире те эпӗ тус, ҫавӑнпа тусла, сире пулӑшма шутлакан тӳрӗ ҫын пулса, асӑрхаттаратӑп: инкеке лекес мар, хӑвӑр валли асап тупас мар тетӗр пулсан, хӑпӑр ҫав йӗксӗкрен, ан ҫыхланӑр вӑл ҫапкаланчӑкпа, грекла, еврейла сӳпӗлтетме хӑтланать пулин те, вӑл вӗренмен тӗттӗм ҫын.

— Я был другом вашего отца, и вам я тоже друг, и предупреждаю вас по-дружески, как честный человек, который хочет вам помочь, чтобы вы не попали в беду и не нажили себе хлопот: отвернитесь от этого негодяя, не имейте с ним дела, это бродяга и неуч, даром что он бормочет чепуху по-гречески и по-еврейски!

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней