Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта тепӗр самант та пур: вӑл ҫапӑҫу хирне тӳрремӗнех хӑй ҫитсе курни; кунашкалли сайра пулать, ку тата лавккаҫӑ характерӗн вӑрттӑн туртӑмӗсемпе те ҫыхӑннӑ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл, паллах, Шамполионӑн туллин йӗркеленсе ҫитнӗ темпераменчӗ, кӑмӑл туртӑмӗсемпе пурнӑҫ йӗрки хӑйсем тӗллӗнех пӑрахӑҫланасса-пӗтессе ӗненмест.Она не думала, чтобы вполне сложившийся темперамент, наклонности и образ жизни могли отбросить себя.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Комета мӗншӗн тӗрӗс пырайманнине калама йывӑр мар: комета Юпитерпа Сатурн ҫывӑхӗнчен те иртсе каять-ҫке-ха; ҫак пысӑк планетӑсем хӑйсен туртӑмӗсемпе кометӑна хӑй ҫулӗнчен пӑрмасӑр тӑма пултараймаҫҫех.
Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн Анатоле вӑйлӑ, хастарлӑ, пултаруллӑ ҫын пулнине, анчах унӑн туртӑмӗсемпе, ӗмӗчӗсемпе тивӗҫӗ хушшинчи яланхи хирӗҫӳсене пула унӑн пурнӑҫӗ хӑйшӗн йывӑр, пуш-пушах пулнине кӑтартас килетчӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Унтан: мӑшӑрлану чӑн-чӑн кӑмӑл туртӑмӗсемпе юрату ҫинче никӗсленсе тӑмасть пулсан, ниепле те таса та тӳрӗ йӗркелӗхе пӑхӑнма пултараймасть, тет.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Мӗнле кӑмӑл туртӑмӗсемпе хӑюллӑ ӗҫсем пӑлхатма пултарнӑ-ха вӗсене?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1