Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туртнӑ (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
72-шер тонна таякан икӗ локомотив 50-шар вакун туртнӑ, кашни пуйӑсӑн йывӑрӑшӗ пӗтӗмӗшле 900 тоннӑпа танлашнӑ.

Два локомотива весом по 72 тонны тянули по 50 вагонов, общий вес каждого поезда составлял 900 тонн.

Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97

Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен.

Помоги переводом

Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html

Икӗ эрне туртнӑ вӑл.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Лавӗ ҫинче ҫирӗм пӑт ытла пулин те, Анук лаши пушӑ урапана туртнӑ пекех ҫӑмӑллӑн утать.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура хӑрӑм пек тӗттӗмлӗхре чӑптапа туртнӑ алӑка хыпашласа тупрӑмӑр.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫав диван ҫине лар та ҫул ҫинчен канса ил, — тӗллесе кӑтартрӗ участок пуҫлӑхӗ кантӑк умӗнче ларакан хура сӑранпа туртнӑ дивана.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сасартӑк сулахай чӗчӗ шалтан туртнӑ пек кӗҫӗтме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑт, ҫав ҫӗр ӑшнех кӗрсе кайнӑ шӗшлӗне пӗрре кӑна мар шӑлпа туртнӑ Антон.

Помоги переводом

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑна вӑл лутра, тӑвӑр коридорсем тӑрӑх ҫунашкасемпе вагонеткӑсем патне туртнӑ.

По узким и низким коридорам тянул он на санках уголь к вагонеткам.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шурӑ циферблат ҫинчи минут стрелки шӑнӑр туртнӑ пек сиккелесе илет.

Помоги переводом

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйсен чӗччийӗсене туртнӑ чухне темле хаваслӑхпа, ырлӑхпа киленеҫҫӗ тейӗн.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хулари пӗр заводра та ӗҫлесе пӑхнӑ, анчах чунӗ тӑван ялах туртнӑ.

Помоги переводом

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Сӑлтавӗ — пирус туртнӑ чухне асӑрханусӑр пулни, электроприборсемпе, кӑмакасемпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмасӑр усӑ курни.

Помоги переводом

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Карчӑк туртнӑ алӑ шыҫса кайрӗ.

Помоги переводом

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ир енне урам еннелли кантӑк умӗнчи ҫамрӑк хурӑн шӑнӑр туртнӑ пек шарт сиксе ыйхӑран вӑранчӗ те, шӑмшакне ҫемҫетнӗ пек, авкаланса, карӑнса илчӗ, вара хуллен шӗпӗлтетме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кам ыйтнӑ, кам чӗлхерен туртнӑ?

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Эпӗ уҫӑ журнал ҫине пӑхрӑм та аялтан кӑвак чернилпа туртнӑ сӑмахсене вуларӑм:

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Степан Аслан Кӗҫтук Кольцовпа, Анат Сурӑм каччипе, туслӑ пулнӑ, вӗсене литературӑна юратни пӗр-пӗрин патне туртнӑ.

Помоги переводом

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Арҫынӗ махорка туртнӑ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таҫтан ҫӗкленсе килнӗ ҫил хурӑн лӑссисене пурне те, курӑнман алӑпа тытса туртнӑ пекех, пӗр енне вӗҫтерсе-пуҫтарса хучӗ, йӑрӑс вуллине тӗпренех тайӑлтарма, авма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней