Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хапхаран кӗнӗ чух сулахай турта юпаран ҫакланчӗ, хӑранӑ лаша тапса сикрӗ, туртасем иккӗше те хуҫӑлса кайрӗҫ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Кайран вара ҫав хулӑсенчен турта пулса тӑчӗ; Ленька ҫав туртана илчӗ те «Александр Невский» картинӑри паттӑр пек, хӑюллӑн сулкаласа тӑчӗ, такам вара: «Ҫакӑн пек тӑрӑшассине пирӗнтен никам та илмест!» — терӗ пек.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Ан! — тесе кӑшкӑрса янӑ Миките ҫунарах ларакан Ваҫили Андрейча, хӑрах туртаран ярса илнӗ те ҫунана лаша патнелле турта пуҫланӑ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Арман хуҫи сарайӗнчи урапана туртса кӑларса лашине ҫавӑтса тухрӗ, вӑл ӑна йытҫурине тӗксе кӗртнӗ пек турта хушшине тӗксе кӗртрӗ те кӳлме тытӑнчӗ.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Вӑл ҫул аяккинчи ҫамрӑк курӑк ҫине тӑрӑнчӗ те, — пӗр эрне выҫӑ усранӑ тейӗн ҫав, — ниепле те турта хушшине кӗмерӗ.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашкинчен чӗрнисене кӗҫех ватмасӑр, туртӑннӑ чӳлӗке салтса ячӗ, пӗкке хӑмӑт пӑявӗнчен, унтан Муромеца турта хушшинчен кӑларчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ваткӑллӑ йӗмпе пиншак тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ старик лашасене йӗвенӗсенчен ҫавӑтса вакӑ патне илсе пынӑ та, хӗрарӑмсем пӑр катӑкӗсене пакурсемпе турта ҫара ҫунасем ҫине хунӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗри турта ҫумне вӑлашка кӑкарнӑ та, вӑлашка ҫинче ларса тарать.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара ӑна нимӗҫ хӗрарӑмӗ ҫав тери вӑйлӑ та ҫирӗп чӗркуҫҫийӗсемпе хӗстерчӗ, унӑн ҫӑварне шӗвӗр пӳрнисене чиксе ярса, ҫеклӗсемпе туртнӑ пек ик еннелле турта пуҫларӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Айӑр хӑрӑлтатма, турта хушшинче тапкаланма тытӑнчӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Иван ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ те ӑйӑрне аран-аран турта хушшине тӗртсе кӗртрӗ…
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Ӑйӑр тулхӑрчӗ, урипе ҫӗре кукалерӗ — ниепле те турта хушшине кӗреймерӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Юхӑнса ҫитнӗ хуҫалӑхсен вара тупӑш туса илмелли майсем турта пек кӗскелчӗҫ.У пришедшего к запустению хозяйства возможности получить прибыль сократились как оглобли.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Хӗлле тихасене турта хушшине тӑма вӗрентеттӗмӗр, ҫулла вара выртмана ҫӳренӗ.Зимой учили жеребят завести в оглобли, а летом ходили на ножевую.
Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
Иккӗмӗш турта медсестрасем хӑйсен професси ӑсталӑхне, теори пӗлӗвне кӑтартнӑ.
Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
8. Фараон кӳминчи ик турта хушшинчи кӗсремпе танлаштартӑм сана, савниҫӗм-пикеҫӗм.8. Кобылице моей в колеснице фараоновой я уподобил тебя, возлюбленная моя.
Юрӑ 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑмӑртса ярӑннӑ май паллӑ велосипедҫӑсем ту каҫҫи ҫине Джирора та, Турта та чи малтан хӑпарнӑ.Известные велосипедисты первыми поднимались на перевал в ходе гонки как на Джиро, так и Туре.
Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80
Юпах ҫаплах ӗрӗхме пӑхать, икӗ турта хушшинче пӗр тикӗссӗн юртасшӑн мар, тилхепене йӑваш алӑ тытнине те туять пулас.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑна витерсе ҫапатӑн-ха, вӑл турта хушшинче икӗ урипе сиксе тапӑҫать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Платун турта хушшине кӗрсе тӑчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.