Поиск
Шырав ĕçĕ:
туррисемпе (тĕпĕ: турӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӑн хырӑмсем хӑйсен туррисемпе тата шуйттанӗсемпе пире улталаҫҫӗ ҫеҫ! — кӑшкӑрчӗ ватӑ Сунь.— Толстопузые только надувают нас своими богами да чертями! — кричал старик Сунь.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
7. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ Но хулинчи Аммон патне, фараон патне, Египета тата унӑн туррисемпе патшисем патне, фараона шанса тӑракансем патне пырса пӑхӑп та 26. вӗсене хӑйсенӗн чунне шыракансен аллине, Вавилон патшин Навуходоносорӑн тата унӑн чурисен аллине парӑп; анчах та кайран Египет унчченхи пекех пурӑнма пуҫлӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Самуил вара пӗтӗм Израиль халӑхне ҫапла тесе каланӑ: эсир пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнатӑр пулсассӑн, ют ҫӗр туррисемпе Астартӑсене хӑвӑр хушшӑртан хӑваласа ярӑр, хӑвӑр чӗрӗре Ҫӳлхуҫана вырӑнаҫтарӑр, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара сире филистимсен аллинчен хӑтарӗ, тенӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1