Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кун хыҫҫӑн Леноре фрау Клюбер господинӑн (ку ята каласан вӑл кӑштах ассӑн сывласа илчӗ, тутисене ҫыртрӗ те каланӑ ҫӗртех пӳлӗнчӗ), Джемма упӑшки пулма хатӗрленнӗ Клюбер г-нӑн тупӑшӗ халех ӗнтӗ сакӑр пин гульдена ҫитни, вӑл тупӑш ҫулсеренех ӳссе пырасси ҫинчен асӑрхаттарчӗ, — унӑн, Санин г-нӑн, тупӑшӗ мӗнле-ши? тесе ыйтрӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Унта вӑл тупӑш илеймен; ҫурт тытса пырса вӑл тупӑш илнӗ, анчах вӑтам тупӑш ҫеҫ; тепри пулсан, чылаях илнӗ пулӗччӗ те, анчах Павел Константиныч, хӑй каларӑшле, намӑса пӗлнӗ ҫав: ун вырӑнне унпа хозяйка питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, вара вӑл вунтӑватӑ ҫул хушшинче пӗр вунӑ пине яхӑн укҫа пухнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тупӑш ӳсме пултарать, сире лайӑх ӗҫ сӗнӗҫ е тупӑш тумалли ҫӗнӗ мел тупатӑр.
5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
14. Чӑваш Республикин Финанс министерстви Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма дотацисем илсе тӑракан тата (е) дотацине физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налукран куҫарса памалли хушма нормативсемпе улӑштарнипе тупӑш илекен муниципалитет пӗрлӗхӗсен вырӑнти администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе (ӗҫ тӑвакан тата хушу паракан органсен ертӳҫисемпе) килӗшӳсем тӑвать, вӗсенче поселенин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫтермелли тата муниципалитетӑн финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли мерӑсем палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
7. Чӑваш Республикин Финанс министерстви Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен муниципаллӑ районсен (хула округӗсен) бюджет тивӗҫтерӗвне шайлаштарма дотацисем илсе тӑракан тата (е) дотацине физически сӑпатсен тупӑшӗсенчен илекен налукран куҫарса памалли хушма нормативсемпе улӑштарнипе тупӑш илекен муниципалитет пӗрлӗхӗсен вырӑнти администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе (ӗҫ тӑвакан тата хушу паракан органсен ертӳҫисемпе) килӗшӳсем тӑвать, вӗсенче муниципаллӑ районӑн (хула округӗн) социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫтермелли тата муниципалитетӑн финанс лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли мерӑсем палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Тупӑш ҫине тупӑш хушса услам илекенсем пулмалла мар, вӗсен усламӗ — ҫук ҫынсен аллинче пулмалла.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ).
Системӑллӑ предприятисен федераци списокне кӗртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31490.html
Хамӑн аслӑ кукка Джон мана Эппинг таврашӗнче ҫулталӑкра вӑтӑр пине яхӑн тупӑш паракан ҫӗрне халалласа парса хӑварчӗ; эпӗ тата Феттер-Лейнри Хура Вӑкӑр ятлӑ харчевньӑна нумай вӑхӑтлӑха тара панӑччӗ, вӑл та мана тепӗр ҫавӑн чухлӗ тупӑш парса тӑратчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Пысӑк тупӑш! аван тупӑш! — кӑшкӑрнӑ хӗрарӑмсем пристаньре.— Большая добыча, хорошая добыча! — кричали женщины на пристани.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— А пуринчен ытла, — терӗ ҫав хушӑрах халиччен чӗнмесӗр ларнӑ капитан, — акӑ мӗн, Владимир Семеныч: — ман пек ҫыннах илсе пӑхӑр акӑ, эпӗ ӗнтӗ 200 тенкӗ шалу ҫинче 20 ҫул хушши служить тӑватӑп, ман пур, ялан ҫитмест: ҫавӑн пек ҫынна вара, ватӑлмалӑх кунсенче, служить тунӑшӑн та пулин тупӑш курса пӑхма памалла мар-и ӗнтӗ, комисьонерсем кашни эрнере вуншар пин тупӑш кураҫҫӗ пулать те!
19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тексегипто компанийӗ Сауд Аравинчи Арамко компанийӗ илекен тупӑш пек пысӑк тупӑш паракан нефть вырӑнне шырама пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ку ытла та хакла ларнӑ, анчах усси пулман.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Пурте ҫителӗклӗ тупӑш илме пуҫларӗҫ, ун чухлӗ тупӑш илсе пырсан, паллах, нуша курмӑн.Все стали получать такие доходы, при которых жилось безбедно.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Шӑлӗсем шатӑртатни, аллисенчи тимӗрсем чӑнклатни, ыратнипе йынӑшса яни, ҫӑткӑнлӑха пула ахлата-ахлата илни, татӑк аш тивменшӗн хирӗлсе кӑшкӑрни, выҫӑпа хаяррӑн ҫухӑрни — ҫаксем пурте пиншер хут ирӗксӗрлесе ҫуркаласа пӗтернӗ тупӑш ҫинче, ҫӗрӗн тӗрлӗ тӗслӗ пылчӑкӗпе вараланса пӗтнӗ виле тупӑш ҫинче янӑраса тӑракан музыкӑпа пӗрлешсе каяҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Нимле чее майсемсӗрех, кашни кун ҫемйипе, тӗрлӗ хӑнасемпе виҫесӗр апатланмалӑх тупӑш илсе тӑрсан, вӑл турра тав тунӑ, ҫакӑнтан ытларах тупӑш илме тӑрӑшнине ҫылӑх вырӑнне шутланӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗлӗкхи пилӗк пинлӗх тупӑш вырӑнне ҫичӗ пинрен вунӑ пине ҫити тупӑш илсе таракан пулнӑ; вара унӑн пурнӑҫӗ те улшӑнса, лайӑхланса кайнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Асӑннӑ помещиксем урӑх ҫын именийӗпе законлӑ ҫирӗплетне хутсӑр-мӗнсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑ пулсан, мӗн чухлӗ тупӑшне шутласа тухса, Дубровский помещикрен шыраса илсе, Троекурова памалла.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна Чӑваш Республикинчи ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшран сахалрах тупӑш илекен ҫемьесене ачасем валли ҫирӗплетнӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗпе тӳлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
16. Вӗсене хӑвалама чарӑнса, Иудӑпа ҫарӗ каялла таврӑннӑ, 17. Иуда халӑха каланӑ: тупӑшшӑн ан хыпӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн каллех вӑрҫӑ вӑрҫмалла пулать; 18. Горгипе унӑн ҫарӗ хамӑр ҫывӑхрах сӑрт ҫинче тӑрать; халӗ хамӑр тӑшмансене хирӗҫ тӑрӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, кайран вара хӑюллӑнах тупӑш илме пултаратӑр, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӑшмансене пӗтерсе таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара ыттине ярса илнӗ; ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи ялсене те, айлӑмра пурӑнакансене те чылай тупӑш лекнӗ, мӗншӗн тесессӗн тупӑшӗ шутсӑр пысӑк пулнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене, иудейсене, икҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ, вӗсем хушшинче хӗрарӑмсемпе ачасем те пулнӑ; тата вӗсем темӗн чухлӗ тупӑш ҫаратса тултарнӑ; тыткӑна илнисене те, тупӑша та Самарие ӑсатнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.