Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тупӑк умӗнче каланӑ сӑмах лайӑх, анчах ытлашши вӑрӑм та кичем пулчӗ; унтан король те, тупӑк умне пырса тӑрса, яланхи пекех кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетме тытӑнчӗ; кайран тупӑкҫӑ, отвертка тытса, тупӑк патнелле йӑпшӑнса пычӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Егорушка халӗ масар ҫинчи чие йывӑҫҫисем айӗнче ҫывӑракан асламӑшне аса илчӗ; тупӑкра унӑн куҫӗсем ҫине пилӗк пуслӑ пӑхӑр укҫасем хунӑччӗ, кайран, хуллине хупса, тупӑкне шӑтӑка антарнӑччӗ; вӑл тупӑк хуппи ҫине кӗмсӗртетсе ӳкекен тӑпра сассине те манман-ха…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Тупӑк хуппи чӗриклетсе уҫӑлать, ҫамрӑк ҫын тупӑкран тӑрса тухать.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Александр Иванович Витя валли пӗчӗк тупӑк хӑй турӗ, алшӑллипе хулпуҫҫинчен ҫӗклесе каймашкӑн тупӑк тӗпне рейка та ҫапрӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тупӑк хуппин кӗтесӗсем тӑпра айӗнчех-ха, анчах ҫакна пӑхмасӑр Суринэ мӗн пур вӑйӗпе — халиччен нихӑҫан та, маларах та, кайран та пулман хӑватпа — тупӑк хуппине сирсе ывӑтрӗ те… чӗтрекен аллисем ҫинче ҫӗкленекен Пьер Суринэн ӑсӗ-тӑнӗ, чун-чӗри кисреннипе йӑлтӑртатакан ҫутӑ куҫӗсене курчӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Малта, пӗр лаша кӳлнӗ урапа ҫинче пачӑшкӑ ларса пырать; унпа юнашар ларакан чечук лашине тытса пырать; урапа хыҫҫӑн ҫара пуҫлӑ тӑватӑ хресчен шурӑ пирпе витнӗ тупӑка йӑтса пыраҫҫӗ; тупӑк хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм пыраҫҫӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Шӑпах пулнӑ ҫынсем, ҫулӑн икӗ енӗпе уйрӑлса, тупӑк йӑтса пыракансене ирттерсе ячӗҫ, унтан хӑйсем те тупӑк хыҫҫӑн утрӗҫ.Толпа в молчании расступилась, пропустила процессию и медленно пошла за гробом.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кукамай пӗчӗк шурӑ тупӑк йӑтса илсе килчӗ, «Путсӗр мужик» шӑтӑк ашне сиксе анчӗ, тупӑка алла илчӗ, ӑна хура хӑмасемпе юнашар лартрӗ те, шӑтӑкран сиксе тухса, унта урисемпе те, кӗре-кӗре те хӑйӑр тӗксе антарма тапратрӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ одеялпа чӑрканса, урасене пуҫтарса, чиркӳ еннелле пӑхса тупӑк ҫинче ларатӑп, эпӗ тапрансан, тупӑк кӑчӑртаттарать, ун айӗнче хӑйӑр ҫӑтӑртатать.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Валек ҫакӑн пек услови лартрӗ: манӑн тул ҫутӑличченех тупӑк ҫинче выртмалла е лармалла, хӑть те мӗн пулас пулсан та, Калинин старик шӑтӑкран тухнӑ чух тупӑкӗ чӳхенме пуҫласан та, ҫапах ун ҫинчен анмалла мар.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Варринче, хӑмаҫ татӑкӗпе витнӗ ҫӳлӗрех вырӑнта, пӗчӗк тупӑк ларать, тупӑкне тӑхлан хутпа ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ, ҫурри таран ӑна темле парча йышши мир татӑкӗпе витсе хунӑ, витни айӗнчен кӑвак кайӑк урисем тата шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫерҫи пуҫӗ курӑнса тӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аслӑ Артамонов, арӑмӗпе Яков тытнӑскер, тупӑк пуҫӗнче тӑрса, Эккен йывӑҫ тӗслӗ пичӗ ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхрӗ те тупӑка ҫӗклесе пыракан манахсене: — Пӑрӑнӑр, аттесем… — терӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пысӑк мар, ҫӑмӑл тупӑка та ҫамрӑк тӗртекенсемех йӑтса пынӑ, ватӑрах рабочисем аяккарахра тӑнӑ, тупӑк хыҫҫӑн салхуллӑн, анчах куҫҫульсӗр, килӗшмелле мар ула-чӑла кофта тӑхӑннӑ Зинаида утнӑ, унпа юнашар сарлака хулпуҫҫиллӗ, таса тумланнӑ Седов слесарь пынӑ, аяккинче, хӑйӑра йывӑррӑн таптаса, Тихон Вялов утнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Ӑна тупӑка хутӑм эпӗ. Эсир ҫӗрле тупӑк умӗнче йӗнӗ чух вӑл унта пурччӗ. Эпӗ ун чухне алӑк хыҫӗнче тӑтӑм, питӗ шеллерӗм сире, Мери Джейн».
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан чӗннӗ ҫынсем пуҫтарӑна пуҫларӗҫ, икӗ ултавҫӑ та хӗрачасемпе пӗрле малти кӗтесе, тупӑк пуҫне, ларчӗҫ; ҫур сехете яхӑн хӑнасем, виле ҫине пӑхса, тупӑк ҫумӗпе карталанса утрӗҫ, хӑш-пӗрисен куҫӗсем шывланнӑ; пӳлӗмре чуна ыраттаракан шӑплӑх тӑрать, хӗрсемпе икӗ ултавҫӑ кӑна куҫӗсене тутӑрпа тӗкӗне-тӗкӗне илеҫҫӗ, пуҫӗсене усса шӑппӑн ӗсӗклеҫҫӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан пӗри тупӑкӑн пӗр енне, тепри тепӗр енне тӑчӗ, вара иккӗшӗ те чӗркуҫленчӗҫ, ҫамкисене тупӑк ҫумне тӗксе, кӗлӗ вулама тытӑнчӗҫ, анчах сасӑпа мар, хӑйсен ӑшӗнче мӑкӑртатрӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унӑн тупӑкне шӑппӑн, тӗн йӗркисемсӗрех Охта текен ҫӑва ҫине тиесе кайрӗҫ; тупӑк хыҫӗнче сторож-салтак анчах макӑрса пычӗ, вӑл та пулин ытлашши штоф эрех ӗҫнӗрен ҫеҫ макӑрчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Пӑрахса кайиччен малтан унӑн хай ачи ӳтне хӑйӗн тупӑк ҫине хурасси килнӗ, хӑйӗн унӑн кӳҫӗсене хупласси килнӗ, хайӗн тупӑка масар ҫине ҫӗклесе каясси килнӗ, унӑн тӑпри ҫинче юлашки хут ларса хуйхӑрасси, йӗресси килнӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Икӗ ҫар ҫынни ҫара пуҫӗсене тайса, тахҫанччен тупӑк умӗнче тӑчӗҫ, вӑл тупӑкра нихҫан асран кайми ҫын выртать, ун ятне эпир аннерен мала хурса асӑнатпӑр, ун ячӗ малашлӑха витӗр курса тӑнин, паттӑрлӑхӑн, ырӑ кӑмӑл символӗ пулса тӑрать…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑмаран тупӑк та туса хатӗрленӗ ӗнтӗ вӑл, ҫывӑрасса та ҫав тупӑкрах ҫывӑрса пурӑнать.Уже сделал себе и дощатый гроб, в который ложился спать вместо постели.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.