Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупмасан (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупмасан, мана элеклеме хӑйнӑ сӗмсӗрккесемпе танах сире те уретник умӗнче сӑмах тытма тивӗ! —

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыраса тупсан калӗҫ, шыраса тупмасан эп айӑплӑ мар.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫлесе укҫа тупмасан мӗнпе татмалла вӗсене?

Никаких денег не напасешься.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Енчен те йӗке хӳре апат вӑхӑтӗнче шӑппӑн-шӑппӑн йӑпшӑнса аттен пуканӗ патне пырсан ун патӗнче пӗр тӗпренчӗк ҫӑкӑр та тупмасан ун ура пӳрнине кӑшлама пуҫлать вӗт! ҫук, капла ан пултӑрччӗ-ха».

«А что, — подумал Эмиль, — если крыса во время обеда тихонько подкрадётся к папиному стулу и, не обнаружив ни крошки хлеба, примется глодать большой палец папиной ноги! нет, он этого не допустит!»

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Нимӗн те тупмасан, утса каҫатпӑр.

А если мы не найдем переправы, придется переходить вброд.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Ну, нимӗҫсем тупмасан та пултараҫҫӗ, — кулса ячӗ Степан, — анчах эпир хамӑр ҫынсене тупмасан — намӑс.

— Ну, немцы могут и не найти, — засмеялся Степан, — а нам своих не найти совестно.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Эсир кампа та пулин урӑх ҫынна тупмасан, хамӑр ӗҫ ҫинчен пирӗн ӑна каласа пӗлтермелле.

Нам придется открыться ему, если только вы не найдете другого выхода.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Мӗнле те пулин ҫавӑн тупсӑмне тупмасан, ҫӗр ҫӑттӑрах мана.

— Чорт меня побери, если тем или иным путем я не добьюсь разгадки!

LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Анчах ҫав кӑмрӑк запасӗсем, кӑмрӑка кашни ҫул ытла та нумай кӑларса усӑ курнипе, промышленность урӑхла майсем шутласа тупмасан, пӗр виҫӗ ҫӗр ҫул хушшинче пӗтӗмпех пӗтме пултараҫҫӗ.

Которые все же должны истощиться в течение трех столетий из-за чрезмерного потребления, если только промышленность не примет необходимых мер.

XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫитес вырсарникуна чӗркӗмӗл тупмасан, арҫын ача чысӗ пӗтет-ҫке.

чтобы к следующему воскресенью он раздобыл ртуть.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унтан вӑл ҫапла каларӗ: — Мана темӗн систерсе тӑчӗ: эпӗ ҫавӑнта каялла таврӑнса тупмасан… — Вӑл шартах сикрӗ, шанчӑка йӑлтах ҫухатса, алӑпа сулчӗ те: — Кала вӗсене, Джо, кала вӗсене, халӗ ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук… — терӗ.

Потом он сказал: — Что-то мне говорило, что если я не вернусь сюда и не отыщу… — Он задрожал, потом вяло махнул рукой, как будто сознаваясь, что побежден, и сказал: — Скажи им, Джо, скажи им, что толку теперь молчать?

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней