Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупаймасӑр (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех каятпӑр, — куккӑшӗ умӗнче тем айӑпа кӗнӗ пек, Ваҫук кирлӗ сӑмах тупаймасӑр тӑчӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах Кулюкка ним калама сӑмах тупаймасӑр тӑчӗ: ни иртсе лар темерӗ, ни палланӑ ҫынпа тӗл пулнӑ чухнехи пек алӑ памарӗ, пукан та сӗнмерӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма выртсан, вырӑн ҫинче канӑҫ тупаймасӑр чылай асапланчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниепле шанӑҫлӑ вырӑн та тупаймасӑр, тӳшек айне чиксе хучӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫҫа урӑх сӑмах тупаймасӑр пӳрнипе кӑмакана шакӑртаттарчӗ, такам пӑрахнӑ пирус тӗпне пушмак пуҫӗпе лапчӑтса, урайӗнче шутарчӗ.

Помоги переводом

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗлӗннипе Ваҫиле пуҫӗнче «ӑспӗтеслӗх» пуҫланчӗ, — вӑл сӑмах тупаймасӑр аптрарӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тивӗҫлӗ хурав тупаймасӑр вӑл маларах хатӗрлесе хунӑ таса трусикне тӑхӑнса ячӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан вӑл сӑмах тупаймасӑр тӑвӑр пӳлӗм тӑрӑх ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗссипе каласан, пуҫра та тӗтре ҫеҫ-ха, уҫҫи-хуппи ҫук, ҫавӑнпа асапланатӑп та чи кирлине тупаймасӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тухтӑр пӗр хушӑ учитель умӗнче айӑпа кӗнӗ вӗренекен пек пуҫне усса, хурава сӑмах та тупаймасӑр хӗсӗнсе, хӑлха таранах хӗрелсе, мӗхле-мӗхле ларчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Мӗншӗнни те паллӑ ӗнтӗ: уйрӑлнӑ самантсенче ҫепӗҫрех сӑмах тупаймасӑр, чӗлхене шуйттан салтса янине пула, унпа сасса хӑпартса, кӑнттамрах калаҫни те пулкаларӗ ҫав.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каллех шалтан тар пек ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тивсе кайса, шарт! сирпӗнсе каймӗ-ши качтаки?» — ыйту ҫине ыйту купаланчӗ ун умӗнче, вара, вӗсемпе хӑвӑрӑлса ҫунса, пӑраланса, вӗсем ҫине хурав тупаймасӑр мӑш туса, хивре тулашӑнса тутине шӑлӗсемпе юн сӑрхӑнса тухмаллах ҫырта-ҫырта илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыйтӑва татӑклӑн хуравлама май тупаймасӑр, Ула Тимӗр пӗр авӑк шӑпӑрт пулчӗ, вара хӑй сисмесӗр тенӗ пекех калаҫу ҫӑмхине хӑйне шалтан вӗҫӗмсӗр хӗртсетӑракан пурнӑҫ тӗллевӗ еннелле кустарса ячӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑна пӗр хушӑ сӑмах тупаймасӑр ларчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне йӑпатмалли сӑмах та тупаймасӑр чӗмсӗрленсе ҫӳрерӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха тивӗҫ сӑмах тупаймасӑр чарӑнчӗ, арӑмне чӗрре кӗрсе хӑтӑрма ҫителӗклӗ сӑлтав ҫукки ӑна пушшех шӑртлантарчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хирӗҫ тавӑрса калама тивӗҫлӗ сӑмах тупаймасӑр: — Эпӗ килнӗччӗ… — терӗ те шӑпланчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрлакан ҫыннӑн пӗр ҫылӑх, ҫухатаканӑн пин ҫылӑх тенӗ пекех, Ҫтаппан темиҫе май шухӑшласа та тупсӑмне тупаймасӑр тунката ҫинчен тӑчӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ним калама сӑмах тупаймасӑр: — Мӗнле апла? — теме ҫеҫ пултарчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калаҫу пуҫарса яма сӑмах тупаймасӑр, вӗсем шӑппӑн утрӗҫ.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней