Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ытла та васкамасӑр тумланнипе ӗлкӗреймерӗ — икӗ каччӑ пырса кӗчӗҫ те тӳрех Анук патнелле утрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хамран япӑхрах тумланнипе мана лӑплантарнӑ ҫын ҫак юлашки ушкӑна кӗрет.Тот, который утешил меня тем, что наверно был одет хуже меня, принадлежал к этому последнему роду.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйӗн помощникӗ лайӑх тумланнипе тата маттур пулнипе савӑнса, Кондратьев пуҫне анчах сулса илчӗ, вара Алеша, ура кӗли ҫинче вӑрт ҫавӑрӑнса, такансемпе епле пулсан та майӗпентерех кӗмсӗртеттерме тӑрӑшса, пӳлӗмрен тухрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яланхи пекех, салху, хутахай, ҫарти пек тирпейлӗ тумланнипе кӑштах мухтаннӑ пек, вӑл Разметнова сӑмах чӗнмесӗр алӑ пачӗ те, пуҫне сӗлтсе, урамран тухса каякан лав ҫине кӑтартрӗ:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
…Эпӗ, кӑвакарса кайса, хутланса кӗнӗскер, ӑшӑ тумланнипе аран утакан Розалия Наумовнӑна алӑран ҫавӑтса танккатӑп.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1