Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗнтӗрлӗ-тӗрӗллӗ ал шӑллисемпе, хут чечексемпе, шурӑ кӑчкӑллӑ ҫӳҫе турачӗсемпе эрешленӗ пысӑк турӑшсем умӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӗршер ҫурта ҫатӑртатса ҫуннӑран, халӑх ҫапса хӗснӗ пек килсе тулнӑран, решеткеллӗ чӳречесене нихҫан та уҫманран, икӗ аршӑн хулӑнӑш чул стенасенчен чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗрен — чиркӳре пӑчӑ, сывлама йывӑр.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Чӗри ытла пысӑк савӑнӑҫпа тулнӑран, ун ҫинчен ҫав самантрах манса: — Ваҫли… — ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ вӑл, — эсӗ Кӗтерук улаха мӗншӗн килмен тесе ыйтрӑн.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӗҫӗпе чӗрсе каснӑ картсене юр тулнӑран саспаллисем палӑрмарӗҫ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Чӑнлӑх унӑн хӑрушӑ тӗлленӗвӗсенчен вӑйлӑрах мар, — вӑл ҫыру вӗҫӗнче курайманлӑхпа тулнӑран хута шӑтарса лартнӑ пӑнчӑ евӗр ансат та хура.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Урипе вӗчӗххӗн сиккелесе вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ те пусмана чӗтрекен аллисемпе хыпашларӗ, унпа мӑйӗнчен, кӑкӑрӗнчен тата хырӑмӗнчен сӗртӗнет, куҫ кӗскине ярса тытса ун ҫине куҫӗсене чарса пӑрахсах тӗмсӗлчӗ те — кӑмӑлӗ тулмаллипех тулнӑран ахӑлтатса кулса ячӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хаҫат вулакан хупахҫӑ, ҫынсем хӑй патне ҫапла ир-ирех килсе тулнӑран шутсӑр тӗлӗнсе, вуласа ҫитнӗ тӗле пӳрнипе пусрӗ те куҫлӑх ҫийӗн пӑхрӗ, ҫурӑмне ирӗклӗ аллипе кӑштӑртаттарса хыҫрӗ, сиксе тӑчӗ, пысӑк шӑнкӑравне силлеме пуҫларӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫӑварӗ вӗтетнӗ ҫӗрулмипе тулнӑран вӑл мӗн кӑшкӑрнине уҫӑмлӑнах ӑнланма ҫук, ҫапах та сасси Ленниберга леш енче те илтӗнет пулӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак ҫынсемпе тулнӑран, Сеча пырса кӗмелли вырӑн вара ярмӑркка евӗрлех пулнӑ тата вӑл гулять тума, пӑшал пеме ҫеҫ пӗлекен Сечь козакӗсене тумлантарса, тӑрантарса тӑнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тепӗр кунхине ҫанталӑк пӗрре те пӑсӑлмарӗ, хӗвел хытӑ хӗртет, шӑрӑх тулнӑран тӳпе те тӗссӗррӗн курӑнать.На следующий день никакого ненастья нет, солнце жжет так, что даже небо блекнет от жары.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Карчӑксем, кӑмӑлӗсем тулнӑран, хапха умӗнче речӗпех телейлӗн тӑрса юлчӗҫ.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗрӗссипе илсен, ӑшра тӗрлӗ шухӑшсем капланса тулнӑран тата пурнӑҫра уҫҫи-хуппине тупас тесе хыпӑннӑран ҫеҫ вӑл хӑйне ҫак кунсенче канӑҫ паман шухӑшсене хӗрсе кайса каласа тӑкрӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пучахсем хуллен кӑна хумханнӑ, анчах ҫил хускатнипе мар, пӗрчисем сӗткенпе тулнӑран хумханнӑ, — ҫултан инҫерех кайнӑҫем пучахсем вӑйлӑрах хумханнӑ, пучах хумӗ пӗр ҫӗкленсе, пӗр анса, хӗвел ҫинче йӑлкӑшса тӑнӑ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑйсем пӗлекен пусӑсене пӑхса, тырӑсен илемлӗ тӗсне курнипе савӑнса, ҫынсем пуҫӗсене мӑнаҫлӑн каҫӑртаҫҫӗ, вӗсен чун-чӗрисем ачашлӑ савӑнӑҫлӑхпа тулнӑран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пит-куҫӗсенче кулӑ палли нумайччен тытӑнса тӑрать: ҫакӑн пек самантсенче хӗвел хытӑ пӗҫертекен ҫеҫенхир вӗсене праҫник чухнехи пек туйӑнать, кайӑксен юрри, машинӑсем шавлани нумай вӑхӑтчен янӑракан илемлӗ музыка пек илтӗнет…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хура пӗлӗтрен кулать вӑл, кӑмӑл тулнӑран йӗрет вӑл!
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
26. Ҫакна пула, кӗтсе тӑнипе, хула та канӑҫсӑр, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе халӑх пухӑнса тулнӑран тӑтӑшах вӑрӑ-хурахла ҫаратас хӑрушлӑх та сиксе тухать, тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Священниксем Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗлӗт кӗрсе тулнӑ; 11. ҫав пӗлӗте пула, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑран, священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1