Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитменнине вӑл кӑштах хӗрӗнкӗрех пек туйӑнчӗ, — унтан сӑра шӑрши те кӗретчӗ.
1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Вара Сережа ӑшшӑн кулса илнӗ пек туйӑнчӗ…
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Утмӑл тӑватӑ кун пек ҫеҫ туйӑнчӗ ҫак вӑхӑт.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл кулса илчӗ, вара унӑн сӑнӗ ӑшӑ, илӗртӳллӗн туйӑнчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Кирлӗ мар… — инҫетрен илтӗннӗ пек туйӑнчӗ Светлана сасси.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав куҫсене курсан, Светлана темшӗн шикленсе илнӗ пек туйӑнчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Сасси темӗнле чӗтренсе тухрӗ, таҫтан инҫетрен илтӗннӗ пек туйӑнчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Вӑл пуҫне усрӗ, пӗр самантлӑха шухӑша кайса тӑчӗ, вара сасартӑк савӑннӑ пек туйӑнчӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Вара мана таҫтан полонез кӗвви илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тимлӗрех итлесе пӑхрӑм та таврара нимӗнле музыка та ҫуккине ҫийӗнчех чухласа илтӗм.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кӑштах пуҫне тайса илчӗ, — тен, мана курса пуль — унтан ассӑн сывласа илнӗ пек туйӑнчӗ, — вара пӗр-икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа калама пуҫларӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах ҫав кун ман чӗре темӗнле инкек пуласса сиснӗ пек туйӑнчӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Пӗр кунхине вӑл темшӗн хурлӑхлӑ пек туйӑнчӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Кӗске вӑхӑтрах ҫав пӗчӗк хӗрача ҫитӗннӗ пек те, кӑштах ватӑлнӑ пек те туйӑнчӗ…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ун пирки эпӗ ӑна хам та хистемерӗм, — аван мар пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл яланах ӗҫлӗччӗ: ирхине манран малтан тӑрса ҫырма пуҫлать, кӑнтӑрла стройкӑра, каҫхине кӗнеке вулать…
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Владимир Петрович текех Люся ҫинчен калаҫасшӑнах пулмарӗ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа ун ҫинчен эпӗ те шарламарӑм.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ӑна пиччӗшӗ выҫӑллӑ-тутӑллӑ, мӗскӗн ҫӳренӗн туйӑнчӗ.
7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ман ҫара урасем ҫине чаш! вӗри шыв сапнӑн туйӑнчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Мана темле шухӑш ҫавӑрса илчӗ, чӗре шар ҫурӑлнӑнах туйӑнчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Йӗрки ҫуккине хамах пӗлетӗп, мӗн каласси, — хӗрарӑм умӗнче ҫӗрулми шуратса ларма аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа ҫӗрулми витрине кӗтесерех шутарчӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Масар ҫине кӑнтӑрла кайма аван мар пек туйӑнчӗ, ял хушшинче тӗрлӗ сӑмах тухасран сехӗрленчӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.