Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйман (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ килнине епле туйман вара эсир?

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑй каласа панӑ тӑрӑх унта сӗтел-пукан тӑвакан компанире ӗҫленӗ, анчах пысӑк хулара вӑл хӑйне аван туйман.

Рассказывает, что там поработала в мебельной компании, но в большом городе чувствовала себя неуютно.

«Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6442.html

Эпӗ ҫывӑрса кайнӑ та туйман

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла вӑхӑт самаях кайнине сисмен те, туйман та вӗсем.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Лиза хӑй кӳреннине туйман.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.

Помоги переводом

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Поэт хӑй чӗрипе туйман, художник куҫӗпе курман япаласем ҫинчен ҫырмасть, мӗншӗн тесен чун сӑмахӗ пулман сӑвӑ йӗрки никама та килӗшме, тыткӑна илме пултараймасть.

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Кунта автор Каппель ҫинчен — чи тискер генерал тесшӗн пулнӑ, «лайӑх» сӑмах тӑшманшӑн вырӑнлӑ маррине туйман, сисмен.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ывӑннине туйман та тейӗн, ӗҫ хыҫҫӑн ирттерекен ӑмӑртусенче Галина шывра ишессипе ыттисене тӗслӗх кӑтартма пултарнӑ.

Помоги переводом

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Апатпа сивӗ ҫинчен маннӑ, ывӑннине те туйман.

Они забыли о еде и холоде и даже не чувствовали усталости.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Хытӑрахчӗ те ӗнтӗ ун ҫинче ҫывӑрма - ытлах туйман та эпир, темӗнле нушана та тӳсме ӗлкӗрнӗскерсем, - каласа кӑтартнӑччӗ 1980-мӗш ҫулсенче тӗлпулӑва килсен блокадниксем.

Помоги переводом

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ӑна-кӑна туйман Виссарион Игнатьевич лӑш памасӑр пӗрӗхтерет, ҫӑварне пирус хыпса курманскер, самантлӑх канса илесси ҫинчен те шухӑшламасть.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Иксӗмӗр хирӗҫнипе вӑхӑт иртнине те туйман — тулта тӗттӗмленнӗ.

Помоги переводом

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Этемӗн кулленхи хуйхи-суйхине, чӑрмавне-пӑшӑрханӑвне пӗлмен, туйман ҫутҫанталӑк хӑйӗн ӗмӗртенхи ӗҫне хӑйне май туса пырать.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каччӑ куҫӗнчен вут-хӗм сирпӗнчӗ, ҫапах хӑй ыратнине туйман пек пулчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Халиччен туйман, халиччен курман юрату пулчӗ вӑл уншӑн.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эсӗ килнине туйман та, — терӗ те вӑл хаш сывласа илчӗ:

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ку ӗнтӗ именнипе е хӑранипе эпӗ систерсе калаҫнисене туйман пек кӑтартасшӑн».

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней