Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Кӗлӗ чатӑрӗ валли пӑрӑссем ҫапла ту: кӑнтӑр еннелле кӑнтӑр енӗ валли ҫирӗм пӑрӑс, 19. ҫирӗм пӑрӑс айне лартма хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: пӗр пӑрӑсӗ айне унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту, тепӗр пӑрӑсӗ айне те унӑн икӗ чӗмекӗ валли икӗ тӗп ту; 20. кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енӗ валли те ҫирӗм пӑрӑс ту, 21. вӗсем валли те хӗрӗх кӗмӗл тӗп ту: [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] пӗр пӑрӑс айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп; 22. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енӗ валли анӑҫ енне ултӑ пӑрӑс ту, 23. кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи кӗтесӗсем валли икӗ пӑрӑс ту; 24. вӗсене аялтан та ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла, ҫӳлтен те ункӑпа ҫирӗплетсе лартмалла: вӗсем иккӗшӗ те ҫапла пулмалла; вӗсем икӗ кӗтес валли пулччӑр; 25. ҫапла сакӑр пӑрӑс пулӗ, вӗсем валли вунултӑ кӗмӗл тӗп: пӗр пӑрӑсӗ айне икӗ тӗп, тепӗр пӑрӑсӗ айне те [унӑн икӗ чӗмекӗ валли] икӗ тӗп пулӗ.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӗслӗхрен, чул сӑртлӑ ҫӳлӗ тусен вырӑнӗнче эпир ҫемҫе те якалнӑ тусене курӑттӑмӑр: вӗсен пӗлӗтсенчен ҫӳлерех улӑхса тӑракан тата юрсемпе витӗннӗ тӑррисем ҫухалнӑ; шӗвӗр ту шӑрчӗсем мӑкалнӑ; ту тайлӑмӗсем сӗвекленнӗ; чул сӑртсем те, чӑнкӑ тусем те, ту хушӑкӗсем те ҫук.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
34. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: пачах та тупа ан ту, тӳпе ячӗпе те ан ту: вӑл — Туррӑн аслӑ пуканӗ; 35. ҫӗр ячӗпе те ан ту: вӑл — Унӑн ури саккийӗ; Иерусалим ячӗпе те ан ту: вӑл — аслӑ Патша хули; 36. пуҫупа та тупа ан ту: эсӗ пӗр ҫӳҫ пӗрчине те шурӑ та, хура та тӑваймастӑн.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса ту, [вара Ман патӑма ту ҫине улӑх,] Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; 2. ир тӗлне хатӗр пул, ирхине Синай тӑвӗ ҫине улӑх, унта, ту тӑрринче, Ман умӑма пырса тӑр; 3. санпа пӗрле никам та улӑхмалла мар, ту ҫинче нихӑш тӗлте те никам та ан курӑнтӑр; выльӑх таврашӗ те — вак выльӑх-и, шултӑра выльӑх-и — ҫак ту ҫывӑхӗнче ҫӳремелле мар, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23. кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24. ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26. тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27. ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28. кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах тусем ҫинче пулса курнӑ е унта пурӑнакан ҫын та ҫак кӗнекене вуласа чылай ҫӗнӗ япаласем ҫинчен пулчӗ пулӗ, мӗншӗн тесен тусем ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннӑнах ҫӳлӗ тусем ҫине улӑхма тата ту тӑрринчен таврари ҫутҫанталӑка сӑнӑма май илмен, кашни ҫыннӑнах ӗмӗрхи юрсемпе пӑрлӑхсен тӗнчинче пулса курма май килмен, тусен тытӑмӗпе вӗсем епле пуҫланса кайни ҫинчен ҫак ыйтусене ятарласа вӗреннӗ ҫынсем кӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Юлашкинчен калани // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ун пек тусен шутне Европӑри Альп тӑвӗсем, Азири Алтай, Тянь-Шань, Нань-Шань, Каракорум, Гималай тата ытти тусем, Америкӑри Кордильер тата Анд тӑвӗсем, Африкӑри хӑшпӗр ту хырҫисем кӗреҫҫӗ.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Пӗтсе ларнӑ ту тӑрӑхӗсенчен тӑрса юлнӑ тӳрем тусене е тӳремлӗхе хӑшпӗр чухне ту тӑвакан вӑйсем ҫӗнӗрен пырса хускатнипе тепӗр чух кивӗ ҫӗртех ҫӗнӗ тусем ӳссе лараҫҫӗ.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тропиклӑ ҫӗршывсенчи шӑрӑх та нӳрӗ климатра тусем тата урӑхларах: ту айӗнчен пуҫласа тӑррине ҫитиех вӗсем йӑвӑ вӑрмансемпе витӗннӗ, ҫав вӑрмансем витӗр пуртӑсӑр тухма ҫук; чул тусемпе сӑрт-тусем сайра, вӗсем чӑтлӑх вӑрмансем ӑшӗнче пытанса тӑраҫҫӗ; ту породисем вӗрипе сивӗрен хӑрамаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне ӳсентӑрансемпе ҫӑра ӳкекен нӳрӗк тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫавна пула ту породисем темиҫе метр хулӑнӑш пачах ишӗлсе пӗтнӗ те хӗп-хӗрле тӑм пулса тӑнӑ.
3. Ҫурҫӗрти тата кӑнтӑрти тусем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Геосинклинальсем ҫине ларнӑ юшкӑнлӑ породӑсен хулӑн сийӗсем ту тӑвакан куҫӑмсем вӑхӑтӗнче ҫӳлелле ҫӗкленнӗ те ту хырҫисем е ту хырҫисен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑрӑхӗсем пулса тӑнӑ, ту хырҫисем вара юпленсе платформӑсемпе пӗрлешсе кайнӑ.
4. Геосинклинальсем — тусен ҫӗршывӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тӗксӗм-хӗрлӗ, хӑрса кайнӑ гранат йывӑҫӗн хуппи тӗслӗ ту тепӗр тӑва, ҫуллахи кӑнтӑр кунӗнче пулакан хумсем пек ҫӑра-кӑвак, сӗткенлӗ те ҫемҫе, пӗр йӗрсӗр тӑва витсе тӑрать; кӑвакки хӑйпе юнашар икӗ ту хушшине хӑй тӗсне панӑ, кӑвакарса, пӗлӗтпе пӗрлешнӗ; тӗксӗм-хӗрлӗ тӗслӗ малти тӑвӑн чиккисене те хӑй тӗсне ӳкерчӗ, ун тӑрӑх тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтри пек пӑтранчӑк ӗнтрӗк сапаланнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
1. Тата тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗ ту, ӑна ситтим йывӑҫӗнчен ту: 2. унӑн тӑршшӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике пултӑр; вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ пулмалла; ҫӳллӗшӗ унӑн икӗ чике пултӑр; унран мӑйракисем тухса тӑччӑр; 3. ӑна таса ылтӑн сӑр, ҫине те, йӗри-тавра аяккисене те, мӑйракисене те сӑр; ун тавра ылтӑн кӑшӑл туса ҫавӑр; 4. кӑшӑлӗ айне икӗ кӗтессине [таса] ылтӑнран икӗ ункӑ ту; унӑн икӗ енне те ҫапла ту; вӗсем ӑна ҫӗклесе ҫӳремешкӗн, каштисене тӑхӑнтартмашкӑн пулӗҫ; 5. каштисене ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене ылтӑн сӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кил-йыша, ҫурта-йӗре пехил ту; выльӑх-чӗрлӗхе пехил ту; тырра-пулла пехил ту; ял-йыша пехил ту.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эсир ку таврана Ту енчен сыхланисӗр пуҫне тепӗр ӗҫ тӑватӑр — ҫӗнӗ хула тунӑ сӗрте ӗҫлеме Ту енчи ҫӗр-шывран халӑх тӑрататӑр…
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ах ту, мах ту, Путек ту, така ту, Ярапине мана пар!
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Тупа ту, — терӗ вӑл савӑннине шурса кайса, — тинӗсӗн хӑрушӑ тупипе тупа ту, ку…— Поклянись, — сказала она, побледнев от радости, — поклянись страшной морской клятвой, что это…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах Европӑпа Азири тусене тата тӗплӗрех тӗпчесе вӗренни ҫакӑн пек шухӑш патне илсе пынӑ тусем нумаях пулмасть пуҫланса кайнӑ; ванса пӗтнине тата йӗпеннине пула хытӑ якалнӑ, лутраланнӑ ватӑ ту хырҫисемпе юнашарах ытти ҫамрӑк тусем те ӳсе-ӳсе ларнӑ.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Юлашкинчен, ҫакӑн пек вырӑнсем те пур: унта халӗ ҫӳлӗ тусем ҫӗкленсе лармаҫҫӗ, тахҫан авал ҫакӑн пек вырӑнсенче тусем пулнине, кӑвак тӳпенелле ту шӑрчӗсем кармашса ларнине, пӗчӗкҫӗ юханшывсем шавласа юхнине халӗ тӗл пулакан уйрӑм сӑртсем, тӗрлӗ ту породисем каласа параҫҫӗ.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.